Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕршыв хÿтĕлевçĕсене чĕнет

«Çар тивĕçĕ тата çар служби» Федераллă саккунăн 22 статйипе тата РФ Правительствин «Раççей гражданĕсене çар службине илмелли Положение çирĕплетесси çинчен» Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин 1985-1994 çулсенче çуралнă, призывран отсрочка çук граждансене, çавăн пекех çак çулсенче çуралнă граждансен отсрочка срокĕ тухнă пулсан, çара илесси çинчен Хушу кăларнă.

Район больницин тĕп врачне В.Кириллова призывниксен сывлăхне тĕрĕслес тата чирлисене сиплес енĕпе врачсене медицина комиссийĕнче ĕçлеме уйăрса пама сĕннĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместительне - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникне Ю.Соколова районта çара ăсатассине савăнăçлă лару-тăрура йĕркелеме тата «Призывник кунне» ирттерме хушу панă.

Чăваш Республикин Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пайне Раççей Çарне каякансене республикăри пухăнмалли пункта кайма автотранспортпа тивĕçтерме, районти шалти ĕçсен пайне граждансене салтака ăсатнă чухне призыв участокĕнче тивĕçлĕ йĕрке тума, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене çара каякан çамрăксене ăсатассине савăнăçлă лару-тăрура йĕркелеме хушнă.



29 марта 2012
00:00
Поделиться