Интереслĕ кун-çул, пуян истори
Ÿс, çĕклен, пул тараватлă
Тăван ен, манми Вăрмар.
Санпала эпир çунатлă,
Пур ĕçре ялан хастар.
Н.Иванов
Чăваш Патшалăх истори архивĕнче С.Гурьевăн «Вăрмар паçулккин историйĕ» (вырăсла) ал çырăвĕ упранать. Шел пулин те, вăл кĕнекеленсе тухайман, автор ăна пичет машинипе çаптарса темиçе копи хатĕрленĕ, пĕрне асăннă архива, теприне Гуманитари ăслăлăх институчĕн архивне упрама панă, ахăртнех оригиналĕ хăйĕн патĕнче юлнă. Тавра пĕлÿ очеркĕ Вăрмарăн малтанхи утăмĕсене 1891 çултан, Мускав - Хусан чукун çул тăвас ĕçсем пирки çырнинчен пуçланать те 1919 çулпа вĕçленет. Автор архивсенчи чăнлавсемпе тимлĕн ĕçлени сисĕнет: кашни шухăша, пĕтĕмлетĕве документсемпе çирĕплетнĕ. Хаçат лаптăкĕ çак ĕçе пĕтĕмпех пичетлеме май памасть пулин те чи интереслĕ вырăнсене чăвашла куçарса вулакан патне çитерме шутларăмăр.
«Вăрмар чукун çул станцийĕ чи пирвай Мускав - Хусан чукун çул обществипе Çĕрпÿ земство управин официаллă ĕç хучĕсемпе çырăвĕсенче 1893 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче çырăннă.
1893 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче Çĕрпÿ земство Управи Мускав-Хусан чукун çул обществинчен çапла ыйтнă: «Чукун çул тăршшĕнче Çĕрпÿ уесĕнче станцисемпе чарăнусем хăш-хăш тĕлте пулĕç;»
Акă Мускав-Хусан чукун çул обществин хуравĕ: «... Çĕрпÿ уесĕн тăрăхĕнче чукун çул тăршшĕнче çак станцисем пулĕç: 708 çухрăмра 4 класлă Вăрмар станцийĕ, 425 пикет, 671 çухрăмра 3 класлă Шăхран станцийĕ, 789 пикет». 1476 номерлĕ çырăва 1893 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче чукун çулăн Хусан уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Житницкий инженер алă пуснă. Текстра чарăнусемпе разъедсем пирки каламан,эппин ун чухне вĕсем ăçта пулассине палăртман-ха.
1893 çулта июнь уйăхĕ тĕлне Çĕрпÿ уесĕн тăрăхĕнче чукун çул линине тăвас ĕçсене вĕçлесе пынă, анчах та çырура Вăрмар тата Шăхран вокзалĕсене хăпартас ĕçсене пуçламан-ха, çавăнпа вăсем «пулĕç» тенĕ.
Акă 1879 çулта Арапуç ялĕнче çуралнă Феокла Филипповна Филиппова (93-ре) 1972 çулта çапла аса илнĕ: «Питĕ лайăх астăватăп: эпир, 13-14-ри хĕр ачасем, çу пуçламăшĕнче Чупай ялĕ çывăхне пирвайхи пуйăс курма кайрăмăр. Питĕ тĕлĕнмелле пулчĕ: хура тĕтĕм кăларса пыракан пăравус тата ун хыççăн кăкарнă вакунсем пĕр хăратрĕç те, пĕр тĕлĕнтерчĕç те. Пуйăссем пĕрмаях çÿреместчĕç-ха, вакунсемпе рабочисем çÿретчĕç е вĕсемпе стройматериалсем турттаратчĕç. Ун чухне Вăрмар станцийĕ çукчĕ-ха.
Каярахпа эпир, хĕрсем, Сĕнтĕрти чиркĕве Вăрмар станцийĕ витĕр çÿреттĕмĕр. Унта пĕчченнĕн чукун çул вокзалĕ ларатчĕ, унпа юнашар пĕчĕк кăна пасар пурччĕ. Халăхра ăна Ямпай пасарĕ тетчĕç, ахăртнех унта Ямпайсем сутă тунă-тăр.
Вăхăт иртнĕçем вокзал çумĕнче икĕ пысăк ларек уçăлчĕ. Пĕри кăнтăралла, тепри хĕвел тухăçнелле пăхатчĕ. Унтан уйрăм çынсен çурчĕсем те хăпарчĕç. Пирĕн ялтан станцие чи малтан Никита Ефимов куçрĕ, вăл унта трактир тытатчĕ. Кайран яла таврăнчĕ те хупах уçрĕ».
1893 çулхи июнĕн 23-мĕшне Вăрмарпа Шăхран станцийĕсен çуралнă кунĕсем темелле, мĕншĕн тесен официаллă хутсенче çеç мар, рабочисем хушшинче те, халăхра та Вăрмара, Шăхрана (халĕ Канаш) станцисем тесе каланă.
Архивсенче пирвайхи чукун çул ĕçченĕсем пирки пĕлме пулмарĕ. Вăрмар станцийĕн пирвайхи пуçлăхĕ «Вырăс пĕрлĕхĕн» йышĕнче тăракан Олешкович поляк пулни паллă. Ун хыççăн 1919 çулччен Аркадий Асташев ĕçленĕ.
Вăрмар станцийĕнче ĕçлекенсенчен пĕри Сĕнтĕр ялĕнчи И.Владимиров пулнă. Станци пуçлăхĕ Олешкович салтакран тин таврăннă хутла пĕлекен чăваша стрелочник пулмашкăн уйăрнă, анчах та лешĕ патша тытăмне хирĕçлесе калаçнăран 1896 çулта ĕçрен хăтарнă».
Куçаруçăран: С.Гурьев çырнинчен те, архив материалĕсенчен те çакă паллă: Вăрмар станцийĕнче чи малтан пурăнакансем чукун çул ĕçченĕсем: рабочисем,стрелочниксем пулнă. Вĕсем валли чукун çул вокзалĕпе пĕр вăхăтрах бараксем хăпартма пуçланă. Каярахпа çывăх ялсенчи халăх та кунталла туртăнма тытăннă. Анчах та çакна палăртсах хăвармалла: Вăрмар станцинче тĕпленсе пурăнассинче ытти тăрăхсенчен килнĕ усламçăсем, сутуçăсем хастартарах пулнă