Асăмра юлнă тĕл пулу
Çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парса ÿстересси хальхи шкул умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри. Тăван çĕршыва юратма мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пырас пулать. Патриотизм - пур енлĕ аталаннă çыннăн чи курăмлă уйрăмлăхĕ. Хальхи вăхăтра шкул ачисене Тăван çĕршыва, тăван халăха юратас, унпа мухтанас, унăн историне хисеплес туйăмĕсене аталантарса пымалла.
Ку тĕлĕшпе Кавал шкулĕнче пулас патриотсене хатĕрлес ĕç çÿллĕ шайра пырать. Йăлана кĕнĕ тăрăх кунта вăрçă ветеранĕсемпе, интернационалист воинсемпе, тылри ĕçченсемпе тăтăшах тĕл пулусем ирттереççĕ. Кашни çул ачасем «Зарница», «Орленок» вăййисене хутшăнаççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсене шкулти стендсенче курма пулать.
Акă кăçал та март уйăхĕнче Кавал шкулĕнче савăнăçлă тĕл пулу иртрĕ. Мускаври «Çĕршыв ывăлĕсем» организацийĕнче тăракан пирĕн ентеш, ФСБ подполковникĕ Александр Германович Мясников пулчĕ. Унпа пĕрле - Канашри 10-мĕш шкулта вĕренекен «Пулас пограничниксем» клубĕнчи ачасем, вĕсен ертÿçи (Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ) Николай Алексеевич Кокорев. Дагестан çĕрĕнче пуç хунă Руслан Желудкин подполковникăн ашшĕ - Николай Васильевич, амăшĕ - Александра Константиновна, йăмăкĕ - Людмила килсе çитрĕç.
Хăнасене чи малтан чăваш тумĕ тăхăннă 2-5 класра вĕренекен ачасем сăвăсемпе кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн вĕсем шкулпа паллашрĕç. «Туризм тата краеведени» кружок членĕсем: Валерия Алексеева, Лина Иванова, Настя Кудрявцева Кавал ялĕнчен тухнă вăрçă паттăрĕсем, тылра тăрăшса ĕçленĕ ял-йыш çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Унтан ачасемпе хăнасем чăваш чĕлхипе литератури пÿлĕмĕнче пуçтарăнчĕç.
Çĕршыв сыхлавĕпе патриотизм урокне «Пулас пограничниксем» клубĕнчи ачасем пуçларĕç. Вĕсен литературăпа музыка композицийĕ пурне те тыткăна илчĕ, шухăша ячĕ. А.Мясников подполковник тĕнчипе паллă та мухтавлă Раççей полковочĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлени, Чăваш Республикинчен, Вăрмар тата Кавал тăрăхĕнчен тухнă паттăр çĕршыв хÿтĕлевçисем çинче чарăнса тăчĕ. Кавал ялĕнчен тухнă, Чечняра пуç хунă Александр Смирновăн шăпи çинчен каласа пани уйрăмах вырăнлă пулчĕ. Урокăн тĕшши вара Руслан Николаевич Желудкинăн йăмăкĕ, Людмила Николаевна Желудкина, тухса калаçни пулчĕ. Вăл пиччĕшĕн ачалăхĕ, шкул тата институт пурнăçĕ, çар тивĕçĕ çинчен чуна пырса тивмелле каласа пачĕ. Итлекенсен куçĕсенче куççуль йăлтăртатрĕ. Людмила пиччĕшĕ çинчен кăларнă «Дагестан» ятлă кĕнекепе паллаштарчĕ. Чăнах та, Руслан Желудкин Чăваш ен паттăрĕ, мăнаçлăхĕ. Вăл ачасемшĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тĕслĕхĕ пулса тăрать.
Урок Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афганистанра, Чечняра вилнисене асăнса ирттернĕ пĕр минутлăх шăплăх саманчĕпе вĕçленчĕ. Çакăн пек уроксем паянхи çамрăксене питĕ кирлĕ. Вĕсем Тăван çĕршыва юратма, ăна сыхлама яланах хатĕр пулма вĕрентеççĕ, Раççей салтакне хисеплеме хăнăхтараççĕ