Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Интереслĕ кун-çул, пуян истори

 

Вăрмар станцийĕнче чукун çул вокзалĕн пĕрремĕш çуртне 1893 çултах хăпартма пуçланă пулас. Хусан хули тата Шăхран станцийĕ еннелле пуйăссем çÿреме пуçласан вокзал кирли паллă пулнă ĕнтĕ. Станцин аталанăвне палăртнă план тÿрех йĕркене кĕрейменнине пула пассажирсем валли вокзал тăвасси вăраха кайнă. Çапах та ăна хута янă, вăл ĕçе кĕни станцие аталанма çул уçнă. Шел пулин те пирвайхи вокзал çурчĕ упранса юлайман, унăн сăн ÿкерчĕкĕсем хальлĕхе тупăнмарĕç. 2009 çулта салатнă вокзал çуртне 1920-мĕш çулсенче хăпартни паллă, малтанхи пушарта кĕлленнĕ. Станцие çынсем килсе тĕпленсе пурăнма пуçлани шăпах вокзал кун-çулĕпе тачă çыхăннă. Вокзал хута кайни станци ĕçлесе кайнине, чукун çул тăрăх пуйăссем йĕркеллĕ çÿреме тытăннине пĕлтернĕ. Хыпар утпа çÿрет тени чăна тухнă - Вăрмар станцийĕ тата ку тăрăхра еплерех çынсем пурăнни çинчен çывăхра та, инçетре те пĕлме тытăннă. Паллах, чи малтан суту-илÿ ĕçĕпе аппаланакансем тата ытти ĕçе ăнтаракансем Вăрмар еннелле туртăннă.

1894 çулта Пысăк Енккасси ялĕнчи Екатерина Крылова Вăрмар станцийĕ çумĕнче чи малтан çăкăр-булкăпа суту-илÿ тумашкăн ларек уçать. Клентĕр-сушкине, хура-шурă çăкăрне хăйсемех пĕçернĕ. Пирвайхи çулах вырăнти халăха 98 пăт тутлă çимĕçпе тивĕçтернĕ, сутса тунă таварăн таса тупăшĕ 25 процента çитнĕ.

Екатерина Крылова тĕрлĕ таварпа суту-илÿ тума Çĕрпÿ земство управинчен 1895 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче 311 номерлĕ патент илет. Декабрь уйăхĕнче бакалея тата туртмалли япаласем сутма ирĕк паракан свидетельство илсе таса тупăша 58 тенке çитерет.

Çĕрпÿ земство управин патентсем пани çинчен шута илнĕ кĕнекинче Е.Крылова çăкăр-булка таварĕсемпе суту тăвакан ларека хăйĕн çуртĕнче уçнине çырса хунă. Çав çуртрах çăкăрне те пĕçернĕ, тепĕр алăкран тухакан пÿлĕмре вĕсене сутнă. Вăрмарти пĕрремĕш пурăнмалли çурта 1895 çулта отставкăри фейерверкер мăшăрĕ Екатерина Крылова хăпартса лартнă. 1895 çулта Е.Крылова харчевня уçать. Унта çулталăкра 80 тенкĕ таран тавар сутнă, таса тупăш 25 тенке çитнĕ. Çав çулах Сĕнтĕрвăрри енчен килнĕ Петр Орлов мещен станци çумĕнче бакалея тата туртмалли хатĕрсемпе суту тумашкăн 312 номерлĕ патент илет. Çулталăкра 300 тенкĕлĕх тавар çаврăнăшĕ туса 52 тенкĕ таса тупăш илет.

1896 çулта Ярославль хулинчен мещенсен йышĕнче тăракан Мария Столбова Вăрмара килсе буфет уçать. Çулталăкри тавар çаврăнăшĕ 120 тенке çитет, таса тупăш - 40 тенкĕ.

1898 çулхи майăн 11-мĕшĕнче Улатăр уесĕнчи Ждамировка ялĕнчен килнĕ Сергей Лезин çемйинчи Екатерина Лезина хăйсен çуртĕнче буфет уçать. Çулталăкри тавар çаврăнăшĕ 500 тенке çитнĕ, таса тупăш - 50 процент. Кун пеккишĕн ытти сутуçăсен ĕмĕтленмелли çеç юлнă.

1901 çулта Бельск хулинчен килнĕ Мария Лесникова хăйĕн килĕнче халăха чей ĕçтерме Кавал вулăс правленийĕнчен ыйтса патент илет.Çулталăкри тупăшĕ малтанлăха 110 тенкĕ пулсан, 1903 çул тĕлне 480 тенке çитет.

1902 çулта Пенза кĕпĕрнинчен Гоповящинка ялĕнчен килнĕ Николай Матюкин хăйĕн килĕнче чайнăй уçать. Кунта вăл шурă тата хура çăкăр та сутма пултарнă. Çулталăкри тавар çаврăнăшĕ 150 тенке çитнĕ, таса тупăш - 25 тенкĕ.

Чукун çул тавра çуртсем çĕкленни тата станци çирĕплетнĕ планпа аталанса пынипе кунти суту-илÿ вăйланнă. Вăрмарта пĕрремĕш промышленноç предприятийĕ авса тăвакан сĕтел-пукан фабрики çĕкленни тата пысăк арман хута кайни предпринимательсене хавхалантарсах тăнă: вĕсем кунта çĕнĕрен те çĕнĕ лавккасем, чайнăйсем, харчевньăсем, буфетсем уçнă. Пуйăссемпе çÿрекен пассажирсем хăйсене мĕн кирлине кунтах туянма пултарнă.

1904-1917 çулсенче вак предприниматель ĕçĕпе 15 çын аппалланнă, вĕсенчен чылайăшĕ урăх çĕрсенчен килнĕ, кунта, чукун çул уçнипе усă курса, çăмăллăнах тупăш тума ĕмĕтленнĕ. Вĕсем пурнăçлакан ĕçсем пĕрешкел пулнă ĕнтĕ, анчах та хăшĕ ытларах ăнтарайнă, тепри юларах пынă. Çапах та кашнийĕ кулленхи пурнăçшăн та, пуласлăхшăн та ĕçлесе илейнĕ. Чи пуянннисем çаксем пулнă: Екатерина Лезина, Иван Матюкин, Семен Мокшанцев, Елена Крылова. Вĕсен тавар çаврăнăшĕ 300 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕне çитнĕ.

Пысăкрах суту-илÿ ĕçĕпе 8 купса тăрăшнă, вĕсенчен ытларахăшĕ тутарсем пулнă. Кашнийĕн тавар çаврăнăшĕ 1000 тенкĕ ытла пулнă, хăшĕсен 10000 тенке те çитнĕ. Вăрмар станцийĕ Кивĕ Вăрмар ялĕн шутĕнче тăнăран кунта Вăрмарти потребительсен обществи те суту-илÿ ĕçне аван аталантарнă, унăн çулталăкри тавар çаврăнăшĕ 10000 тенкĕрен те иртсе кайнă.

Вăрмар станцийĕнче çынсем чарăнмалли вырăн тата трактирсем те пулнă. Григорий Лезин çуртĕнче Вăрмарти потребительсен обществи чи пысăк хăна çурчĕ тата трактир тытса тăнă, хуçи хăйне пулăшма икĕ çынна тара тытнă, вĕсене çулталăкне 120 тенкĕ шалу тÿленĕ. Тепĕр хăна çуртне Николай Матюкин тытса тăнă, унăн çурчĕ кирпĕчрен пулнă.

Станци аталансах пыни, Мускав тата Хусан еннелле пуйăссем пĕрмаях çÿрени Вăрмарти йĕркелĕхе тытса тăма йывăрлатнă, Кивĕ Вăрмар старостишĕн çак çĕклем йăтаймиех пулнă. 1906 çулта станцире полици уйрăмĕ - земствон 5-мĕш участокĕ - уçăлать. Вăл Иван Асанов çуртĕнче вырнаçать. Земство пуçлăхĕн çыруçи пулма Кивĕ Вăрмар çынни Семен Казаков вырнаçать (1919 çулта Вăрмар поселок Канашĕн пĕрремĕш председателĕ, Совет Союзĕн Геройĕн А.Казаковăн ашшĕ). Станцири йĕркелĕхе сыхласа тăни суту-илÿпе аппаланакансене тата хастартарах пулма хавхалантарнă, ытти енĕпе те, калăпăр, вăрман кăларассипе, чăх-чĕп пухассипе, тыр-пул пуçтарассипе те ĕçлеме хистенĕ. Шел пулин те, 1917 çулхи пăлхавăр вĕсен çутă ĕмĕчĕсене касса татнă. Вăрмарта тĕпленсе пурăнма ĕмĕтленнĕ чылай предприниматель хăйсен килĕ-çурчĕсене хăварса кунтан ĕмĕрлĕхех тухса кайнă

 



02 апреля 2012
00:00
Поделиться