Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă кăмăллă çын

Тикаш ялĕнче пурăнать Римма Алексеевна Чернова. Ăна кÿршĕ ялсенче те пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл Тикаш ялĕнче 1955 çулта çуралнă. Çамрăклах хăйĕн ĕçне ферма ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл выльăх тухтăрĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ совхоз-колхозсем саланнă пулсан та Римма инкен ĕçĕ пĕтмен. Унăн пĕр канмалли кун та çук. Ирхине ирех тăрса выльăхне пăхмалла, çынна пулăшмалла: камăн ĕне чирленĕ, камăн ытти выльăхсем аптранă - пурте Римма Алексеевна патне васкаççĕ. Римма инкен икĕ ывăл: Сашăпа Вова. Саша çемьеллĕ, вăл Вăрмарта пурăнать. Вова Мари Республикинче ĕçлет. Инкен хăйĕн мăнукĕпе, Артемкăпа, выляма та вăхăт юлмасть, пĕрмаях кама та пулсан пулăшмалла. Римма Алексеевна çинчен пурте ырă сăмах кăна калаççĕ. Кăна вăл хăйĕн ырă кăмăлĕпе, вăхăтне, вăй-халне шеллемесĕр ĕçленипе, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн чунне пама хатĕр пулнипе тивĕçнĕ. Ноябрьте пирĕн юратнă инке тивĕçлĕ канăва тухрĕ.

Çулсем иртни инкешĕн пĕлтерĕшлĕ мар: çавăн пекех вăр-вар та ĕçчен вăл. Ларма-тăма пĕлмест, пур çĕре те ĕлкĕрет. Çынна ырă туни хăй патне те каялла ырăпа таврăнать тени инке çинчен каланă пекех туйăнать



09 апреля 2012
00:00
Поделиться