Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ

Суд вăл - саккун йĕркипе палăртнă уголовлă, гражданла, административлă ĕçсене тĕрĕс пăхса тухассипе тата татса парассипе çыхăннă патшалăх органĕ. Суд ĕçĕ-хĕлĕ саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать. 2010 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнчи 49 № «Чăваш Республикинчи хăш-пĕр район сучĕсене пĕрлештерни çинчен» РФ федераллă саккунĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Тăвай район сучĕ Вăрмар район сучĕпе пĕрлешрĕ. Çавна май суд тĕрĕслĕхне палăртас ĕçе Вăрмар район сучĕн юрисдикцине панă. 2011 çулта Вăрмар район сучĕ 112 уголовлă ĕç пăхса тухнă, 117 çынна айăпланă, вĕсенчен 8-шĕ çул çитмен ачасем.

2011 çулта 29 çынна ирĕклĕх правинчен хăтармалла тунă, 8 çынна тÿрленсе юсанмалли ĕçе вырнаçмалла тунă (вĕсенчен çул çитмен ача - 1), условнăй майпа 53 çынна (вĕсенчен çул çитмен ача - 5) айăплă тесе приговор йышăннă, 27 çынна штраф (вĕсенчен çул çитмен ача - 5) панă. Айăплакансемпе мирлешнĕ хыççăн 3 ĕçе пăрахăçланă. Çынна хирĕç уголовлă ĕç тунипе - 19 , харпăрлăха хирĕç - 45, наркотикла тата психотропла япаласене саккунсăр майпа усă курнипе - 7, пăшалпа саккунсăр майпа усă курнипе - 1, ĕç производствин хăрушсăрлăхсăр тата ĕç сыхлавĕн правилисене пăснипе - 1, экологи тĕлĕшĕнчен преступлени тунипе - 1, транспорт хатĕрĕсене эксплуатацилессине тата çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснипе - 11, вырăнти хăй тытăмлăх тата влаç органĕсен службисен интересĕсене хирĕç преступлени тунипе - 4, ытти преступленисем тунипе - 22 уголовлă ĕç пăхса тухса тивĕçлĕ решени йышăннă. 2011 çулта Вăрмар район сучĕ гражданла 798 ĕç пăхса тухнă, вĕсенчен 669-шĕпе тивĕçлĕ решени кăларнă, 594-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ, 75-шне пăрахăçланă, 101-шĕн производствине чарса лартнă, 23-шне пăхмасăр хăварнă, судра пăхса тухмалли 5 ĕçе каялла тавăрса панă. Вăрмар район сучĕ гражданла ĕçсене пăхса тухса 13 миллион та 220 пин тенкĕ шыраса илмелле тунă.

РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул 46 ĕç пăхса тухнă, 44-шне административлă явап тыттарнă. 2011 çулта Вăрмар район сучĕ материалсемпе представленисем пурĕ 195 пăхса тухнă. 10-шĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтнă, вĕсенчен 8-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ, ирĕклĕх правинчен хăтарма ыйтса çырни - 7, вĕсенчен 7-шне те тивĕçтернĕ. Территори тĕлĕшĕнчен илес пулсан суд приговорĕсене пурнăçланине çак йĕркепе пăхса тухнă: тĕрĕслев вăхăчĕ çитмесĕрех условнăй майпа айăпланине пăрахăçласси çинчен ыйтса çырнине тата судпа айăпланине пăрахăçлани - 30, вĕсенчен 27-шне тивĕçтернĕ, условнăй майпа айăпланин вăхăтне тăсасси пирки ыйтса çырни - 50, вĕсенчен 49-шне тивĕçтернĕ, хăйĕн тивĕçне йĕркеллĕ шайра пурнăçламаннипе е çĕнĕрен преступлени тунипе - 17, вĕсенчен 8-шне тивĕçтернĕ. Суд йĕркипе РФ уголовлă процессуаллă Кодексĕн 125 статйипе килĕшÿллĕн 24 çăхав пăхса тухнă, вĕсенчен пĕрне тивĕçтернĕ. Иртнĕ çулта миравай судьян решенийĕ çине çăхав панă апелляци йĕркипе уголовлă - 9 ĕç, гражданла ĕç - 34, административлă право йĕркине пăснипе çыхăннă çăхавсем 51 пăхса тухнă.

2006 çултанпа Интернетра Вăрмар район сучĕн сайчĕ ĕçлет. Сайтра çĕнĕ информацие вырнаçтарсах тăраççĕ. Вăрмар район сучĕ ку е вăл ĕçпе тивĕçлĕ решени кăларнине те сайтра вулама май пур. «Раççей Федерацийĕн сучĕсен ĕç-хĕлне информаци тĕлĕшĕнчен уçăмлатасси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Вăрмар район сучĕн сайтĕнче административлă, гражданла, уголовлă ĕçсемпе çыхăннă суд решенийĕсем пичетленеççĕ

 

 



09 апреля 2012
00:00
Поделиться