Киввăрмарсем çур акине хатĕрленсе çитнĕ
Вăрмар районĕ, поселок ячĕ те Кивĕ Вăрмар ячĕпе çыхăнни паллă. Çавăнпах пулĕ «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи хăйĕн ĕçĕпе çакна çÿллĕ шайра тытса пынинчен тĕлĕнмелли çук. Кашни çулах кунта Кавал ял тăрăхĕнчи пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕç пырать. Кăçал ăна 100 гектар таран ÿстерме палăртни пирки калать хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Нарзаев.
Малалла цифрăсен сăмахĕпе калаçар. Пĕлтĕр 841 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Вĕсенчен 759 гектарне кĕрхи тулă, 82 гектарне кĕрхи ыраш йышăннă. Хуçалăхра çурхи ĕçсене пурнăçлама та пĕтĕм енчен хатĕр. Кондицие лартнă 150 тонна урпа вăрлăхĕ хатĕрленĕ, 30 тонна «Эстер» элита тулă вăрлăхĕ кÿрсе килнĕ. Раççейри ял хуçалăх центрĕн районти службипе кĕрхи культурăсем мĕнле çитĕннине пăхса тухнă. Результатсем лайăх, апла пулин те «пĕтнĕ» культурăсен лаптăкне акма 60 тонна урпа, 50 тонна тулă вăрлăхĕ хатĕрленĕ. Пурте вĕсем кондици шайне ларнă.
Çуркунне акмалли культурăсен лаптăкĕсен шайĕ пĕчĕк мар - 1200 гектар. Пĕтĕмĕшле илсессĕн çĕр ĕç техники пĕтĕмпех юсавлă: сÿре агрегачĕсем - 3, культиваторсем - 4, сеялкăсем - 5. Суха ĕçĕ тумалли 10 трактортан пĕри çеç юсавсăр. Ăна юсассипе халĕ çанă тавăрсах ĕçлеççĕ.
Çĕре удобрени хывмасăр пысăк тухăç илесси пулмасть. Çавăнпа та хуçалăхра наука çыннисемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлеççĕ. Аграрипе химин Çĕрпÿри центрĕн специалисчĕсем çĕр анализне илнĕ хыççăн ял тăрăхĕнче азот çителĕксĕррине палăртнă, çавăнпа аммиак селитрине çĕр пулăхлă пултăр тесе сапма йышăннă. Çĕр типсен уй-хире тухма май пулсанах çак ĕçе пурнăçлĕç.
Вячеслав Васильевич Нарзаев «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята нумаях пулмасть тивĕçлипех илчĕ. Хам та çак ялта пурăннă май ăна ир-ирех ял тăрăхĕнче куратăп. Килти хуçалăха тытса пыма та, çак хуçалăхра пĕчĕк мар должноç йышăнса ăна çÿллĕ шайра пурнăçлама мĕн пулăшать тесен Вячеслав Васильевич çапла хуравлать:
- Йывăрлăхсем паллах пулаççĕ, анчах хуçалăха пысăк опытлă пуçлăх Н.Петров ертсе пынă чухне вĕсене пурне те татса пама пулать.
Ĕç дисциплинине, ĕçри хăрушсăрлăх правилисене çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ. Ĕç укçине вăхăтра тата хăш-пĕр предприятисемпе танлаштарсан пысăкрах та тÿлеççĕ.
Икçĕре яхăн çынран тăракан коллектив çулсерен çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Пĕр гектартан илекен тыр-пул тухăçĕ районта чи çÿллĕ шайра пулни кунта пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пыракансем ĕçлени çинчен калать.
Киввăрмарсем çак шая малалла та тытса пырас тĕллевлĕ. Ăна пурнăçлама майсем пур: çине тăрса ĕçлени, малашлăха курма пĕлни. Хуçалăх ертÿçи те, специалистсем те çакна лайăх ăнланаççĕ