Ларионовсем - спортсменсем
Вăрмар поселокĕнчи спорт шкулне хута яни 30 çул çитрĕ. Çак тапхăрта шкул пултаруллă велосипедистсем, кĕрешекенсем, çăмăл атлетсем сахал мар вĕрентсе хатĕрлерĕ. Тĕрлĕрен спорт вăййисене хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç çеç мар, тĕнче шайĕнчи спортсменсем пулса тăчĕç.
Вĕсем хушшинче Кĕтеснер ялĕнчи пултаруллă çамрăксем те. Спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланă В.Иванов, Е.Федоров, В.Федоров велосипедистсен тÿпи те пысăк Вăрмарти спорт шкулĕн çитĕнĕвĕсем çинчен каланă чух. Спорт мастерĕн кандидачĕсем Юра, Николай, Алексей Ларионовсем çинчен те çавнах каласа хăвармалла. Пĕр тăван Евгенипе Валерий Федоровсем пурнăçне спортпах çыхăнтарчĕç. Физкультурăпа спортăн аслă шкулне пĕтерсе ачасене вĕрентес ĕçре Санкт-Петербург хулинче вăй хураççĕ. Çак чаплă уяв ячĕпе Кĕтеснер спортсменĕсене те салам сăмахĕ калас килет, çавăнпа та сăмахăм пĕр тăван Ларионовсем çинчен пулĕ. Велосипедпа чупма хăнăхмалли шкул уçăлнине пĕлсенех Кĕтеснер шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Юрий Ларионов çуранах Вăрмара тухса утать. Кашни кун уроксем хыççăн çула тухмалли те хăратмасть çирĕп шухăш тытнă ачана. Ĕмĕтне пурнăçлама пулăшнă А.Федоров тренера паянхи кун та ырăпа асăнать Ю.Ларионов. «Алексей Федорович пирĕнтен питĕ çирĕп ыйтнă. Йывăрлăхсене çĕнтерме, çитĕнÿсем патне ăнтăлма, кăткăс самантсенчен тĕплĕн шухăшласа, тĕрĕс çул суйласа илсе тухма вĕрентнĕ вăл пире», - тет вăл. СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă çамрăка Афган вăрçинчен чĕрĕ-сывă тухма та спортах пулăшнă пулĕ.
Шăллĕсене спорта юратма та Юриех пулăшнă. Аслă пиччĕшне кура унран икĕ çул кĕçĕн Рудик та велосипедист пулма шут тытать. Юрăпа ăмăртсах Вăрмара чупать вăл. Чылай ăмăртусене хутшăнать çамрăк, лайăх результатсем кăтартать. Виççĕмĕш ывăлĕ те велосипед çине ларсан пилĕк ача амăшĕ нимĕн калама та аптăрать. Ачисене ăнăçу сунса кăларса ярасси çеç юлать унăн. Çамрăк спортсмен Николай Ларионов тÿрех çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума тытăнать. Кунта А.Федоровпа В.Сидоров тренерсен тÿпи те пысăк ĕнтĕ. 1985 çул Вăрмарти спорт шкулĕшĕн ÿсĕмсен çулталăкĕ пулнă. 6 çамрăк СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Вĕсен хушшинче Николай Ларионов та пулнă.
1986 çулта Грозный хулинче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри çамрăк спортсменсен ăмăртăвĕсенче пултаруллă каччă
Кĕçĕнни - Алексей - аслисенчен те ирттерет. 1995 çулта республикăра мала тухассишĕн Вăрмар çулĕсем çинче ирттернĕ велосипедистсен нумай кунлăха пынă ăмăртăвĕсенче А.Ларионов РФ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать. Каярахпа Олимп резервĕсен училищинче вĕренсе ăсталăхне туптать, çĕнĕрен-çĕнĕ çитĕнÿсем тăвать