Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Макăртать те, култарать те

«Пирĕн пурнăç вăйă, эпир вара унта вылякансем», - тесе калани тÿрремĕнех театр ĕçченĕсене пырса тивет пулĕ. Апла пулин те классикăн çак каларăшне шута илсе темиçе вунă çул каялла кăна, 1961 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери театр кунне уявлама йышăннă.

Кăçал вăл Вăрмарсемшĕн Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ Е.Никитин çуралнăранпа 100, районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ 45 çул тултарнипе пĕр вăхăталла килчĕ. «Халăх театрĕ» ята ентешсем 1967 çулта Тихăн Петĕрккин «Çĕрлехи çиçĕм» драмăна пултаруллă лартса тивĕçнĕ. Малтанхи спектакльсене вара кунтах 1966 çултах лартма пуçланă. Кăçал та юбилей каçĕ çак пьесăна Вăрмарти Культурăпа кану центрне пуçтарăннисене кăтартнинчен пуçланнă. Е.Никитин юбилейĕпе пĕрле килнĕ май унăн «Хуняма» пьесине Пинерти Культура çурчĕ çумĕнчи Н.Захарова ертсе пыракан драма ушкăнĕ куракансем патне çитернĕ.

Уяв каçĕнче кунта тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ режиссерсене те ăшă кăмăлпа аса илнĕ. 22 çул каялла Н.Терентьев паллă драматургăн «Ик мулкача хăваласа» пьесине Чăваш патшалăх телевиденийĕ те ÿкерсе илсе республикăра куракансем патне çитернĕ пулнă. Çакă Вăрмар халăх театрĕнче вылякансен шайĕ çÿллĕ вырăнта пулни çинчен калать. Пухăннисем асăннă пьесăн сыпăкне тепĕр хут чĕрĕлле курма пултарнă. А.Белова режиссер пулса ĕçленĕ вăхăтра Н.Угаринăн «Улька кинĕн виçĕ хĕрĕ» пьесăна та лартса пачĕç сцена ăстисем.

Программăна Кĕтеснер ял тăрăхĕнчи, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕсем, «Парне» халăх фольклор ансамблĕ илем кĕртрĕç.

2008 çултанпа районти халăх театрне С.Павлова ертсе пырать. Пултаруллăскер хăйĕн пĕтĕм вăй-хăватне тĕрлĕ драматургсен çивĕч ыйтусене хускатакан пьесисене куракансем патне çитерме тăрăшать. Н.Айзманăн «Кама савать, çавна каять», Н.Сидоровăн «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» пьесисем уйрăмах ăнăçлă пулнă. «Театр ытти ÿнер ăсталăхĕсем пекех, сăнарлă шухăшлав çинче никĕсленсе тăрать. Сăнарлăхпа сăмахлăх вара этемĕн чун-чĕре хусканăвĕсене тĕпчет. Чăн-чăн театр ăстишĕн чи пĕчĕк роль та Гамлет шайĕнчех пулмалла. Сцена çинче выляканăн хĕрарăм е арçын ача, çамрăк хĕр е ватă çын, е тата чĕр-чун сăнарĕсене пысăк шайра кăтартма, куракансен чунне хускатма пĕлмелле. Макăртать те, култарать те, ĕмĕтлентерет те театр ăсти», - тесе çырнă программа ум сăмахĕнче çак мероприятие йĕркелекенсем. Мĕнле килĕшмĕн?

Чуна пырса тивекен спектакль лартса панăшăн Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов сцена ăстисене чĕререн тав тунă



09 апреля 2012
00:00
Поделиться