Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хаклă юлташăм

Эпĕ хамăн ачаран пĕрле выляса ÿснĕ юлташăм çинчен сăмах пуçарасшăн. Ăна Людмила Германовна Николаева тесе чĕнеççĕ. Вăл 1952 çулта март уйăхĕнче Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче кун çути курнă.

Пысăк çемьеччĕ вĕсен. Ашшĕ - Герман пичче, амăшĕ - Люба инке, тата 5 пĕр тăван: Юрик, Толик, Тамара, Вова, Люда. Ашшĕ-амăшĕ чире пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă пирки, пĕтĕм йывăрлăх Люда çине ытларах тиенчĕ. Хăйпе пĕр тăвансене пăхас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлерĕ вăл, тĕреклĕ кил хуçалăх тытса тăчĕ, юхăнма памарĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах техничкăра та ĕçлерĕ. Тăванĕсене ура çине тăма пулăшрĕ.

Мĕн ачаран ăслă, типтерлĕ, чыслă, чипер, хастар, çивĕчлĕхĕпе палăрса тăчĕ вăл. Люда манран 1 çул ытларах аслă пулнă пирки те пуль, эпĕ яланах юлташăмран тĕслĕх илсе пурăннă. Пĕр пек тăхăнма та тăрăшаттăм. 10 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта строительство техникумĕ пĕтерчĕ. Йăмăкĕпе шăллĕне те вĕренсе тухма пулăшрĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ вăл пенсие тухсан та. Росгосстрах компанин Чăваш Енри уйрăмĕн Вăрмарти страхлакан пайĕнче агент пулса ĕçлерĕ. Чупай каччипе Александр Николаевичпа çемье çавăрса 2 ача çуратрĕç вĕсем.

Анчах та çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлчĕ. Апла пулин те пуçне усмарĕ, ачисене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Халĕ куç тулли мăнукĕпе савăнать. Тĕреклĕ кил хуçалăх тытса тăрать. Йăмăкĕ Тамара та çемйипе çак ялтах пурăнать. Вĕсем пĕр-пĕрне яланах пулăшса тăраççĕ.

Хаклăран та хаклă юлташăм, тавтапуç сана, эсĕ мана питĕ нумай пулăшрăн. Çулсем шăваççĕ. Эпĕ, Тăвай районĕнчи Çĕнçырмана качча тухни 38 çул çитрĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр 3 ача ÿстертĕмĕр, халĕ 4 мăнукпа савăнатпăр.

Пĕрмаях аса илетĕп пулин те час-часах тĕл пулаймастпăр. Хаклă юлташăм, сана 60 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Малашне те хальхи пекех мал ĕмĕтлĕ пул. Ачусемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнмалла пултăр. 60 çул пурнăç çулĕпе утса кулянмалли те, савăнмалли те нумай пулчĕ пуль, анчах çак çулсене эсĕ, хаклă юлташăм, чыслăн утса тухрăн



13 апреля 2012
00:00
Поделиться