Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Марье аппан пысăк та туслă çемйи

1917-мĕш çулта, июнь уйăхĕнче Шутнерпуç ялĕнче чипер хĕр пĕрчи кун çути курать. Хĕр ачана Марье ят параççĕ. Марье питĕ чипер те ярăм, хитре хĕр ача пулса ÿсет. Ăна ÿссе мĕн ватăличчен «чипер Марье» тенĕ. Таврари ялсенче «чипер Марье» тесенех камне тÿрех пĕлнĕ. Çитĕнсе çитсен ялти яшпа Петьăпа пĕрлешеççĕ, анчах та вăл вăрçăра вилет.

Марье аппа вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçра, колхозра çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ. Пахча çимĕç çитĕнтерсе ÿстернĕ çĕрте звеньевой пулса вăй хунă. Пысăк тухăçлă купăста, кăшман, сухан лартса ÿстернĕ, пуçтарса илнĕ. Мускава Пĕтĕм Союзри ял хуçалăхăн III-мĕш съездне хутшăнма тивĕçлĕ пулать.

Марье аппа мĕн ватăличченех механизаторсем валли вĕри апат пĕçернĕ, уя илсе тухса çитернĕ. Ачисем те пулăшса пынă.

Марье аппан аслă хĕр ачи Вера, Пысăк Енккасси каччипе Геннадий Владимировпа çемье çавăрса 3 ача çуратса ÿстереççĕ. Вера, бухгалтер-экономист профессине алла илсен тăван тăрăхри «Динамо» колхозра, XXV-мĕш партсъезд ячĕпе хисепленекен совхозра экономист пулса мĕн пенсие кайичченех ĕçлерĕ.

Ачисем пурте аслă пĕлÿ илсе хăйсен профессипе ĕçлеççĕ.Татьяна Геннадьевна - врач-терапевт, Людмила Геннадьевна - вĕрентекен, Сергей Геннадьевич суту-илÿ енĕпе тăрăшать.

Ывăлĕ Вениамин Геннадьевич вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах тракторист, сварщик профессине алла илет, XXV-мĕш партсъезд ячĕпе хисепленекен совхозра ЮМЗ тракторпа выльăхсем валли силос, сенаж тиенĕ. 1997-мĕш çултан пуçласа паян кунччен Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче сварщик пулса ĕçлет, пенсие тухнă пулсан та паян кун та кунтах тăрăшать. Шутнерпуçĕнчен Вăрмара ирех тăрса кашни кун автобуспа çÿрет.

Веня хăйсен ялĕнчи пĕр урамра, пĕрле выляса ÿснĕ хĕр ачапа Риммăпа пĕрлешсе çемье çавăрать, 2 хĕрпе 2 ывăл пăхса ÿстереççĕ. Асли, Алина, хамăр районти Чулкас каччипе пĕр çемье çавăрса 2 ывăл çитĕнтереççĕ. Наташа Вăрмар каччипе Сашăпа çемье чăмăртанă, вĕсен икĕ ывăл çитĕнет. Ывăлĕ Леонид та ютра хĕр шыраса çÿремен, кÿршĕ хĕр ачипе Татьянăпа çемье çавăрнă. Хĕр ачи Диана Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкула çÿрет, амăшĕ те кунтах кассир пулса ĕçлет. Леонидпа Татьяна çемйине тĕп килтен ашшĕпе амăшĕ пил парса капмар та хитре çурта уйăрса кăларнă. Кĕçĕн ывăлĕ Сергей тĕп килте пурăнать. Мăшăрĕпе, Аллăпа, хĕрпе ывăл ÿстереççĕ. Леонид та, Сергей те ылтăн алăллă ăстасем, вĕсем Мускав хулине ĕçлеме çÿреççĕ.

Риммăпа Веня Федоровсем мăшăрланса çемье çавăрни 40 çул çитсе пырать. Эпĕ вĕсене çак пысăк уявпа ăшшăн саламлатăп, çемьере телей, сывлăх, ăнăçу, вăрăм ĕмĕр, мĕн пур ыррине сунатăп

 



13 апреля 2012
00:00
Поделиться