Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поэзи каçĕ асрах

.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмар шкулĕнче 10-мĕш класс ертÿçи Л.Уливанова пуçарăвĕпе «Эпир пĕрле пурăннăран телейлĕ» поэзи каçĕ ирттерчĕç. Хальхинче кунта Н.Иванов - Пархатар тата Т.Дорофеева сăвăçсем пулчĕç. Галина Корытниковăпа Римма Иванова, районти библиотека ĕçченĕсем, класра ларакансене Вăрмар районĕн талантлă çыннисемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, вĕсен Чăваш ен, Раççей шайĕнчи ÿсĕмĕсем çинчен каласа пачĕç.

Часах РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен Союзĕсен членне сăмах пачĕç. Н.Иванов - Пархатар А.Талвир, В.Алендей премийĕсен лауреачĕ вĕренекенсене хăйĕн вырăсла çырнă сăввисене пăхмасăр каласа хавхалантарчĕ. Унăн «У крыльца родного», «Поют Урмарские девчата», «Вальс выпускников», «Горе матери», «Утро в родной деревне» сăввисене шкул ачисем уйрăмах хапăлласа, алă çупса кĕтсе илчĕç.

Поэзи каçĕ малалла пычĕ. Т.Дорофеева çамрăк сăвăç пулин те «Постучала ночь в окошко», «Над Арей рекой» сăвă кĕнекисем пичетлесе кăларма ĕлкĕрчĕ. Вăл юрату тата тăван çĕршыв, Вăрмар çинчен çырнă сăввисене вуласа пачĕ. Итлекенсем çамрăк сăвăçа ăшшăн алă çупса саламларĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Чăннипех те пултаруллă, поэзи сукмакĕ çине хăюллăн кĕрсе, малашнехи творчествăра пысăк шанчăкпа ĕçлеме тăрăшакан сăвăç вăл. Таланчĕ те пур, поэзине ăнланать, тĕпчет, çĕннине шырать, итлекенсем патне хайлавĕсене тĕплĕн, уççăн çитерме вăйне шеллемесĕр ĕçлет.

Шкул ачисем хăнасене лайăх кĕтсе илчĕç, пĕрле сăн ÿкрĕç



13 апреля 2012
00:00
Поделиться