Çур ĕмĕр пĕрле алла-аллăн
Пурнăçра сăнанă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнă çынсем чăмăртакан çемьесем çирĕп те тĕреклĕ. Вăрçă нуши-терчĕ хăйех вĕсене пурнăç тути-масине мĕн ачаран вĕрентнĕ пулĕ. Çавăнпа та кун пек çемьесем темĕнле йывăрлăха та чăтса тухма пултараççĕ. Кун пек çемьесенчен пĕри вăл - Тикаш ялĕнчи Егоровсен туслă та чăннипех тĕслĕх илмелли çемье. Вĕсем çемье чăмăртани кăçал шăпах 50 çул çитрĕ.
1962 çулта Шăхальти халăх депутачĕсен Совечĕ Егоровсен çемйи чăмăртаннине регистрациленĕ. Çемье пуçлăхĕ Василий Егорович Егоров 1935 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Тикаш ялĕнче çуралнă. Людмила Георгиевна Чернова та çак ялтах 1942 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче кун çути курнă. Мĕн ачаран иккĕшĕ те терт-асапне чылай тÿснĕ. Ашшĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме вăрçа тухса кайнă, амăшĕсем тылра ырми-канми тăрăшнă.
Егоровсен çемйинче 4 ача çуралать: Роза, Николай, Станислав, Надежда. Ашшĕ-амăшĕ пурне те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă. Роза И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ, «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятинче тĕп бухгалтер пулса тăрăшать. Унăн 3 ача: Людмила, Денис, Татьяна.
Станислав Федераллă казначействăн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕнче вăй хурать. Унăн 2 ача: Анастасия тата Егор.
Надежда Шупашкарти сĕт-çу базинче ĕçлет. Унăн 2 ача: Алена, Екатерина. Шел пулин те, Николайăн пурнăçĕ ирех вăхăтсăр татăлчĕ. Николайăн пĕр хĕр Людмила пур.
Василий Егоровичпа Людмила Георгиевна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕç. Егоровсен çемйинче куç тулли савăнăç - 8 мăнук ÿсет. Çулталăк каялла вара кĕçĕн мăнук Мария та çут тĕнчене килнĕ.
«Çемье çирĕплĕхĕ - туслăхра», - теççĕ Егоровсем. Эппин вĕсене малашне те пĕрле шăкăл-шăкăл пурăнма вăрăм ĕмĕр сунар