Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçчен çынна ĕç савать

Иван Васильевич Васильев Арапуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере 1942 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче кун çути курнă. Çемьере кĕçĕнни пулнипе ăна виçĕ пиччĕшĕ тата виçĕ аппăшĕ питех те юратнă. Унăн ашшĕ ялти участок больницинче лаша пăхаканра ĕçленĕ. Амăшĕ колхозра пахча çимĕç туса илекен бригадăра вăй хунă.

И.Васильевăн ачалăхĕ шăпах та вăрçă, вăрçă хыççăнхи çулсенче иртнĕ. Вăл вăхăтри пурнăç никамшăн та çăмăлах пулман ĕнтĕ. Шкулта кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех çуллахи каникул вăхăтĕнче мĕн вĕренсе тухичченех кашни çулах вăл ял халăхĕн выльăхĕсемпе кĕтÿре çÿренĕ. «Пĕр пăт тырă паратчĕç уншăн, вăл та пулăшу пулнă пысăк çемьешĕн. Кăнтăрлахи апата пĕр чĕлĕ çăкăр тата пĕр кĕленче уйран парса яратчĕç. Ăна ирхине уя тухнă тухманах тенĕ пек çисе яраттăм та каçчен çав тери хырăм выçатчĕ», - тесе аса илет вăл ачаллăха.

Сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăн ĕçчен çамрăк ача йывăрлăхран хăрамасăрах тăван колхозра ĕне ферминче выльăх пăхакан пулса ĕçлеме тытăнать. Фермăра выльăх курăмне вăл вăхăтра лашапа турттарнă. Çавăнпа унăн яланах лашапа ĕçлемелле пулнă. Утă-улăмне, силосне алă вĕççĕн тиесе пушатнă. Никам та шутласа кăлараймасть пуль 40 çул хушшинче миçе çĕр тонна тиесе пушатнине. Лашасене чунтан юратнă вăл. Вĕсен ячĕсене, мĕнлерех тĕслисене, вăйĕсем мĕнлереххине пурне те халĕ те ас тăвать вăл. Мĕн салтака кайичченех фермăра ĕçлет. Салтак тивĕçне Германире связист пулса пурнăçлать. Служба тивĕçне лайăх пурнăçланăшăн «Фашистла Германие çĕнтернĕренпе 20 çул» медале тивĕçет. 3 çул та 3 уйăх службăра тăнă хыççăн тăван яла таврăнать. Ялти юлташĕсемпе пĕрле Грузи Республикине чукун çул çинче ĕçлеме тухса каять. Унтах вăл Анаткас хĕрĕпе паллашса çемье çавăрать. Саратов облаçĕнчи Маркс районĕнчи совхозра та ĕçлеме тÿр килет унăн. Анчах та ялта ватă ашшĕпе амăшĕ хăйсем çеç юлнине шута хурса, вăл çеç-и, тăван ен, тăван ял хăй патне çав тери туртнине туйса ялах таврăнать. Каллех колхозра (выльăхсене юратнине кура пуль) фермăрах ĕçлеме тытăнать.

«Арçыннăн хăй ĕмĕрĕнче йывăç лартса ÿстермелле, кил-çурт çавăрмалла, ачасем ÿстермелле», - теççĕ халăхра. Çапла вара вăл çурт лартма шутлать. Колхозра ĕçленĕ хушăрах тÿлевсĕр отпуск илсе виçĕ çул сезонлă майпа Киров облаçĕнче вăрман каснă çĕрте ĕçлет. Пÿрт тума чукун çул тăрăх вакунпа пĕрене илсе килет. Кашни сезонрах нормăран ытларах йывăç хатĕрленĕ. Унăн ячĕ яланах малтисен ретĕнче пулнă. Çавна кура ăна «11-мĕш пилĕкçуллăхăн ударникĕ» паллăпа чыс тунă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра «Путь Ильича» колхоз ĕне сăвассипе, аш-какай туса илессипе, тĕш-тырă çитĕнтерессипе районта çеç мар, республикăра та малтисен шутĕнче пулнă. Çав çитĕнÿре унăн тÿпи те пысăк пулнине шута хурса ăна тĕрлĕ шайри нумай Хисеп хучĕсем панă, хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

Ĕçре вăй хунă хушăрах килти хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх тытать, çурт-йĕрне те хăпартать. Мĕн пенсие тухичченех тăван колхозра ĕçлет. Сăмах май каласан, ăна пенсие тухнă ятпа колхоз правленийĕ икĕ çемçе кресло тата грамота парса чысланă. Пенсие тухсан та нумай çул хушши ĕçлет. Вăл тивĕçлипех ĕç ветеранĕ.

Уçă кăмăллă та ĕçчен Иван Васильевича мĕн пур тăванĕ, юлташĕ, ял халăхĕ хисеплет, сума сăвать. Нумай çынна пулăшнă лашапа ĕçленĕ вăхăтра. Камăн çĕр улми лартмалла, мĕн те пулин турттарса килмелле, вăйĕ çитнĕ таран пулăшнă. Халĕ 70 çул тултарать пулин те алă усса лармасть. Вăрман хуçалăхĕнче вăй çитнĕ таран тăрăшать. Пĕр гектар çĕр çинче çĕр улми, утă-улăм тата пахча çимĕç туса илет. Апла пулин те пушă вăхăтне те тупма пĕлет. Çулла пĕвене пулă тытма кайма та ĕлкĕрет. Хĕлле, вăрмана пит юратнăран-ши, йĕлтĕрпе унта çÿрет. Юратнă мăшăрĕпе пĕр хĕр тата икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Шел пулин те пĕр ывăлĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Паян вăл хăтлă килĕнче мăшăрĕпе, ывăлĕпе, кинĕпе, икĕ мăнукĕпе килĕштерсе пурăнать. Çывхарса çитекен 70 çулхи юбилейпе Иван Васильевича мăшăрĕ, ачисем, пурĕ 7 мăнукĕ, пĕр кĕçĕн мăнукĕ, ытти тăванĕсем тата кÿршисем чун-чĕререн саламлаççĕ татах нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунаççĕ.

Чи илемлĕ сăмахсем калатпăр,

Чĕререн сана сума сунса.

Ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр,

Пурăнса çитсемĕр 100 çула

 



16 апреля 2012
00:00
Поделиться