Виçĕ уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетрĕç
Апрель уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче кăçалхи январь-март уйăхĕсенче туса ирттернĕ ĕçсене пăхса тухнă. Канашлăва Республикăри Шалти ĕçсен министерствин штаб начальникĕ А.Кожемяков, Вăрмар тата Тăвай районĕсен прокурорĕсем Е.Краснов, В.Николаев, райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ, организаципе контроль пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов хутшăннă. Чи малтанах муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн пуçлăхĕ И.Константинов доклад туса панă.
Кăçалхи виçĕ уйăх хушшинче Вăрмар тата Тăвай районĕсенче право йĕркине пăснипе çыхăннă 802 заявленипе пĕлтернине йышăннă. Çак шутран 495-шĕ Вăрмар районĕнчен. Асăннă тапхăрта пирĕн районта 81 преступлени тунине регистрациленĕ, ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 2,4 процент сахалрах. Преступленисене ытларах уйрăм çынсене хирĕç тунă (41,9 процент), вĕсенчен çынна хĕненипе 27,1 процент. Çын пурлăхне вăрлассипе çыхăннă преступленисене уçса парассипе те тимлĕ ĕçлеççĕ шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансем, профилактика ĕçне те вăйлатнă. Апла пулин те кăçал вăтам йывăрăш преступленисен йышĕ 21,4 процент ÿснĕ. Вăрмарсем янтă пурнăçпа пурăнасшăн-ши? Тăвайсен кăтартăвĕ вара чаксах пырать. Çак преступленинчен Вăрмар районĕнче - 6, Тăвай тăрăхĕнче 1 уçса паман.
Пĕтĕм преступленисене илес пулсассăн кăçалхи виçĕ уйăх хушшинче вĕсенчен 63-шне уçса панă. Йывăр преступленисене уçса парассине иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 27,8 процент таран чакарма май килнĕ. Профилактика мерисене тĕплĕн пурнăçласа пынипе обществăлла вырăнта тăвакан преступленисен шайĕ 25 процент чакнă. Çине тăрса ĕçленипе хурах, çарату, экономика тĕлĕшĕпе тунă тата ытти пысăках мар преступленисене пурне те уçса панă. Çавăн пекех районта çын вĕлернĕ, çын сывлăхне хирĕç тунă тата ытти преступленисене регистрацилемен. Анчах çакна палăртмалли пур: алкогольпе хирĕç кĕрешес енĕпе çыхăннă законодательствăна пăснă тĕслĕхсем йышланнă. Иртнĕ çулхи тапхăрпа танлаштарсан 5,8 процент ÿснĕ. Çак киревсĕр ĕçпе ĕçлекенсем çине 205 пин те 300 тенкĕлĕх штраф хунă. Эрех сутакансем пирки 8 административлă ĕç пуçарнă. Вăрмар поселокĕнче эрех сиенне ăнлантаракан баннер вырнаçтарма район администрацине ыйту тăратнă. Шалти ĕçсен пайĕнче граждансем ярса е килсе паракан ыйтусене учета илессипе те тимлĕрех ĕçлеме пуçланă, тĕрĕслев материалĕсене вăхăтра пурнăçлассине те çÿллĕ шая çĕкленĕ. Кадрсемпе ĕçлесси те айккинче юлман - служба дисциплини, саккуна пур енлĕн пăхăнса ĕçлесси чи малти шая тухать. Дисциплинăна тивĕçлĕ шайра тытса пыманшăн 3 сотруднике административлă явап тыттарнă.
Уголовнăй шырав пайĕ хăш-пĕр преступленисене уçса парассипе хăйĕн ĕçне вăйсăрлатни пăшăрхантарать. Çавăн пекех çул çинчи транспортпа çыхăннă хăрушсăрлăха тимлесе тăрассине вăйлатмалла. Тĕрмере ларса тухнă çынсемпе ĕçлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла, мĕншĕн тесен вĕсем тăвакан преступленисем 37 процентпа танлашаççĕ