Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасемшĕн ĕçлетпĕр

Ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ĕç районта еплерех пулса пынипе кăсăкланса пирĕн корреспондент Э.Михайлова район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе – районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе Ю.Соколовпа тĕл пулса калаçнă.

- Сирĕн кулленхи ĕçĕр шăпах ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ, çав вăхăтрах вĕсене тивĕçлĕ канмалли условисем, пĕтĕмĕшле телейлĕ ачалăх туса парассипе тÿрремĕнех çыхăннă. Мĕнлерех ĕçсем иртеççĕ-ха пирĕн районта çак тĕлĕшпе?

- Ачасем пирĕн пуласлăх. Вĕсем пире пурăнма вăй-хал парса тăракансем. Уйрăмах ача садне çÿрекен ачасем сцена çинче тыткăнлаççĕ. Телейлĕ, савăнăçлă вĕсем. Пурнăç тути-масине туйса ĕлкĕреймен. Анчах пур ачана та телейлĕ шăпа тивмест. Пурне те савăнăçлă ачалăх парнелес килет. Акă иртнĕ эрнере районти Культурăпа кану центрĕнче ырă йăлана кĕнĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ уçăлчĕ. Пирĕн районти чи ырă кăмăллисем ыттисене тĕслĕх кăтартса акцие хутшăнчĕç. Вăрмар район администрацийĕн коллективĕн ячĕпе унăн пуçлăхĕ К.Никитин марафон пухмачне укçа хыврĕ, эпир те, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем, укçа пуçтарса патăмăр. Çавăн пекех районти ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ В.Енькова, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, «Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Вăрмарти комбинат» директорĕ Ю.Максимов, С.Афанасьев уйрăм çын предприниматель тата ыттисем те çак ырă ĕçе хутшăнчĕç. Марафона уçнă кун пĕтĕмĕшле 28 пин те 870 тенкĕ укçа пуçтарăнчĕ пухмача.

Енчен те çын ырă тума пăрахать пулсан, унăн чĕри вилет. Çавăнпа та ырă ĕçсем тусах тăмалла, кашнин лайăххипе асра юлмалла. Акци тĕллевĕ - ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, инвалид ачасене медицина тата социаллă пулăшу, уйрăмах талантлă ачасене çул уçса парасси, общественноçа районти ачасен ыйтăвĕсем çине пăхтарасси. Атьăр-ха, пурте çак акцие хутшăнар, пулăшу кирлĕ ачасене кăшт та пулин пулăшар.

- Юрий Васильевич, ачасен çур пурнăçĕ шкултах иртет темелле. Çуллахи кану вăхăчĕ те çывхарса çитет. Кăçал мĕнпе уйрăлса тăрĕ-ха вăл? 

- Йывăр вĕренÿ çулĕ хыççăн ачасене тивĕçлĕ канмалли условисем туса парассишĕн тăрăшатпăр. Акă апрелĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа кану лагерĕсенче канас текен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнмалли кампани пуçланчĕ. Ашшĕ-амăшĕсен заявление районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне е ача вĕренекен шкул администрацине пырса памалла. Çумра ашшĕ-амăшĕн паспорчĕ, ача çурални çинчен ĕнентерекен документăн е паспортăн (14 çул тултарнă пулсан) копийĕпе оригиналĕ, усрава илнĕ ачасен ячĕпе хула, ял тăрăхĕн администрацийĕнчен илнĕ ятарлă выписка пулмалла.

- Çапла ачана кану лагерьне ярас тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн чухлĕ тÿлемелле?

- Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи мартăн 2-мĕшĕнчи 70 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн путевкăн хакĕ 10 пин тенкĕпе танлашĕ. Ашшĕ-амăшĕн вара путевка хакĕн 5 процентĕнчен пуçласа 20 проценчĕ (500 тенкĕрен пуçласа 2000 пин тенкĕ) таранччен кăна тÿлемелле пулĕ. Мĕн чухлĕ тÿлемелли çемьен вăтам тупăшĕнчен килет. Путевка хакĕн 5 процентне нумай ачаллă, сахал тупăшлă, ăнăçсăр, тулли мар çемьесенче çитĕнекен, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссире, ЧР ШĔМ муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче учетра тăракан ачасем тивĕçĕç. Çемье тупăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 150 процентĕнчен иртмест пулсан ашшĕ-амăшĕн путевка хакĕн 10 процентне тÿлемелле (çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ 7870 тенкĕ те 50 пусран иртмест пулсан). 150 процентран иртет пулсан путевкăшăн 2000 тенкĕ тăкакламалла.

- Канас текен ачасен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Путевкăсем пурне те çитеççĕ-ши? 

- Пурне те путевкăсем лекеймĕç. Заявленисене маларах паракансен шанăçĕ пысăкрах. Кам маларах ĕлкĕрет. Енчен те пĕр кунта регистрациленнĕ заявленисен шучĕ путевкăсен шутĕнчен иртет пулсан, путевка социаллă пулăшу кирлĕрех ачана тивĕçĕ. Паллах, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ хула çумĕнчи лагерьсене канма каяс текенсене пурне те путевкăсемпе тивĕçтереймĕ. Республика бюджетĕнчен путевкăсем туянма 1 миллион та 390 пин те 500 тенкĕ уйăрнă. Ашшĕ-амăшĕ хушса тÿленине шута илсе çăмăллатнă майпа пирĕн 150 путевкăна яхăн туянма май пулĕ.

- Юрий Васильевич, пирĕн районти «Романтика» сывлăха çирĕплетмелли кану лагерĕ кăçал мĕнлерех кĕтсе илĕ ачасене? 

- Ашшĕ-амăшĕсене асăрхаттарса хăвармалла: «Романтика» кану лагерĕнче республикăри ытти районсенчи ачасем те йышлăн канасшăн. Вĕсем интернет урлă путевкăсене илме заявленисем ярса пама пуçларĕç, çавăнпа та хамăр район ачисене путевка ытларах тивĕçтĕр тесе заявленисене çак кунсенчех çырса памалла. Кăçал лагерьте ачасен çывăрмалли пÿлĕмĕсенчи сĕтел-пукана çĕнетмелле, кухня валли çĕнĕ оборудовани туянмалла, медицина сестрин пÿлĕмне тумалла, душевойĕнчи урайне ятарлă плитка сармалла. Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмĕшле муниципалитет бюджетĕнчен 350 пин укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Яланхиллех ачасем 3 сменăпа канĕç. Пĕр сменăра 80 ача.

- Шкул çумĕнчи лагерьсем районти хăш шкулсем çумĕнче йĕркеленĕç? 

- Кăçал планпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 вĕрентÿ учрежденийĕ çумĕнче лагерьсем уçма палăртнă: Пысăк Енккассинчи, Вăрмарти, Мăнçырмари, Арапуçĕнчи, Аслă Чакри, Кĕтеснерти, Чулкасри, Чупайĕнчи, Шăхалĕнчи шкулсенче. Кунта ачасене канма ярас тесен ашшĕ-амăшĕн укçа пачах тÿлемелле мар, çавăн пекех апрелĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа заяленисем йышăнма пуçланă. Çак лагерьсене финанслама муниципалитет бюджетĕнче 378 пин тенкĕ пăхса хăварнă

 



24 апреля 2012
00:00
Поделиться