Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Акнă вăрлăх яланах шăтать

Иван Васильевич Каланов 1927-мĕш çулта Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаранах харсăр пулнă, килте тунă йĕлтĕрпе ярăннă. Ашшĕ-амăшне пулăшнă, колхоз ĕçне çÿренĕ. 1945 çулта 18 çул тултарсан вăрçа кайнă. Службăна Тинĕс-çар флотĕнче шыв айĕнчи кимĕ çинче ирттернĕ. Яла çичĕ çултан, 1952 çулта таврăннă. Вăтам пÿллĕ, çирĕп кĕлеткеллĕ хитре каччăччĕ. Эпĕ ăна пуçласа 1952 çулхи кĕркунне шкулта ирттерекен çамрăксен каçхи вăййинче куртăм. Эпир, шăпăрлансем, каччăсемпе хĕрсем ташланине айккинчен пăхса тăраттăмăр. Унăн кăкăрĕ çинче - айне шурă картон хурса çирĕплетнĕ 3-4 спорт значокĕсем. Вăл Акмăрза урамĕн аял вĕçĕнче пурăнатчĕ, пирĕн тĕп урампа Вăрмара кайма хăпаратчĕ. Хĕл ларсан эпир нихăçан курман пушмаклă йĕлтĕрпе, алюмини туясемпе çÿреме пуçларĕ. Çурăмĕ çинче - симĕс тĕслĕ салтак кутамкки. Эпир унăн йĕлтĕр йĕрĕсене тинкерсе пăхаттăмăр. Йĕлтĕр йĕрĕ çинчи путăвне пăхса тĕлĕнеттĕмĕр. Кăнтăрла иртсен вăл килессе кĕтеттĕмĕр. Урампа çил пек хăвăртлăхпа иртсе каятчĕ. Эпир Кавал шкулне çуран Йăвăнчă ялĕ (Тутар Республикинче) çырми урлă сукмакпа çÿренĕ, вăл та çак çулпа йĕлтĕрпе кайнă. Çырмара ÿкмен-и-ха тесе йĕрне тишкереттĕмĕр, çав чăнкă çĕрте те ÿкменнинчен тĕлĕнеттĕмĕр. Вăл салтакран вăйлă спортсмен пулса килнине, халĕ йĕлтĕрпе чупас енĕпе тĕрлĕ ăмăртусене çÿренине малтанхи хĕлех ялта çеç мар, районта та пурте пĕлсе çитнĕ. Ялта, Кавалта, Ванюк ăмăртусенче призлă вырăнсем йышăнни çинчен калаçатчĕç. «Ижевская винтовка» ăмăртуран приз илсе килнине те пĕлетчĕç. Вăл районта чи вăйлă йĕлтĕрçĕ пулнă, республикăн пĕрлештернĕ командин членĕ шутланнă. Каярах эпĕ унăн П.Колчинпа тата ытти СССР командин членĕсемпе ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксене курнине те ас тăватăп. Иван Васильевич районта йĕлтĕр спортне пуçласа яракансенчен пĕри пулнă. Унсăр пуçне Ваççа Ванюкĕ çăва тухсан яланах унта-кунта велосипедпа çÿретчĕ. Ку спорт енĕпе те вăл тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, çавăнпа та чи малтанхи велосипедист та вăлах пулнă пулĕ.

Тата тепĕр тĕслĕх те илсе кăтартасшăн эпĕ. 50-мĕш çулсенче пирĕн ялта кашни çул акатуй ирттеретчĕç. Тутарсем йышлăн килетчĕç, хамăр ялта та кĕрешекенсем 25-30 çынччĕ. Пирĕн ялти пек вăйлă акатуй районта нихăш ялта та пулман. Ваççа Ванюкĕн кăмăлĕпе программăна çуран чупмалли те кĕртнĕччĕ. Çырмаллă вырăнта 1,5-2 çухрăм чупса 5-6 çынран финиша Ванюк пĕрремĕш çитрĕ, чи кайри Кутти Вени пулчĕ. Веня 20 çулти каччă, Ванюкран 6 çул çамрăк.

1958 çулхи кĕркунне Ванюк Кивĕ Вăрмар тĕлĕнчи сăртран велосипедпа аннă чухне хирĕç хăпаракан груз турттаракан машина айне лексе вилчĕ. Ун чухне вăл 31 çулта пулнă. Çапла спорта чĕререн парăннă çыннăн ĕмĕрĕ çамрăклах татăлчĕ. Ванюкăн спортри çитĕнĕвĕсем районти çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Спорта юратакансем ун çинчен паянхи кунчченех калаçаççĕ. Пирĕн республикăра 1961-мĕш çулччен йĕлтĕрпе пĕр спорт мастерĕ çеç пулнă, вăл Г.Иванов, И.Каланов йĕлтĕр спорчĕн 1-мĕш разряд нормине пурнăçланă.

60-мĕш çулсен вĕçĕнче И.Алексеев спорт ветеранĕ тăрăшнипе И.Каланов ячĕпе районта 1-2 ăмăрту ирттерчĕç.

Ванюкăн мăшăрĕ Ваççа Наçтаçĕ пулнă. Вĕсен виçĕ хĕр те пĕр ывăл çуралнă. Ывăлĕ Ванюк вилсен çут тĕнчене килнĕ. Халĕ хĕрĕсем ют çĕрте хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ, арăмĕпе ывăлĕ вилнĕ. Ялти пÿрчĕ хупăнса тăрать. Кăçалхи çул И.Каланов çурални 85 çул пулать. Аслă ăру çыннисем, спорт ветеранĕсем пултаруллă йĕлтĕрçĕне асăнса ăмăртусем ирттересшĕн.



24 апреля 2012
00:00
Поделиться