Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йĕлтĕр сезонĕ вĕçленчĕ

Йĕлтĕр спорчĕ - массăллăхпа палăрса тăракан хĕллехи спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕ. Ватти-вĕтти те кăмăллать йĕлтĕрпе ярăнма. Йĕлтĕр спорчĕ районта мĕнле аталанса пынин историйĕ çинчен кăштах çырса кăтартни вырăнлă пулĕ тетĕп.

Пирĕн районта йĕлтĕр спорчĕ 1950-1970-мĕш çулсенче аталанса пыма пуçланă. Аллăмĕш çулсенче Кивĕ Вĕренерте çуралса ÿснĕ Иван Каланов вăрăм дистанцисене йĕлтĕрпе чупас енĕпе республикăри чи пултаруллă спортсменсенчен пĕри шутланнă. 1955 çулта РСФСРта мала тухассишĕн Свердловскра ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ăна хăйĕн ятне çырнă пăшал, йĕлтĕр комплекчĕ парнеленĕ. СССРта ирттернĕ ăмăртура (вăл колхозниксен пĕрлештернĕ командинче пулнă) тăваттăмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. А.Степанов (Вăрмар поселокĕ) йĕлтĕрçĕ те чи пултаруллă спортсменсенчен пĕри пулнă.

1956-1957 çулсенче районти йĕлтĕрçĕсен пĕрлештернĕ команди республикăри ăмăртусенче чылай чухне призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Район чысне В.Александров, Н.Кондратьев, А.Жуковский, О.Мальцева, А.Яковлева, И.Каланов, Т.Николаева, Р.Кондратьева, П.Ермолаев, Г.Ильин пултаруллăн хÿтĕленĕ.

1972 çулта СССР Союзĕ 50 çул тултарнă ятпа Шупашкарта юбилейлă Спартакиада ирттернĕ. 14 тĕрлĕ спорт енĕпе ăмăртса районсем хушшинче Вăрмарсем пĕрремĕш вырăн йышăннă, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн куçса çÿрекен Кубокне çĕнсе илнĕ. Район команди йĕлтĕрпе чупассипе Спартакиадăра виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

1986 çулта Энĕшпуç каччи Н.Никифоров Мурманскра ирттернĕ «Поляр Олимпиадинче» 15 километрлă дистанцие йĕлтĕрпе чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

Тĕрлĕ çулсенче йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланă пĕр тăван Геннадийпе Юрий Ивановсемпе, В.Дмитриевпа, В. Сергеевпа (пурте Энĕшпуçĕнчен), Б.Ивановпа (Çĕнĕ Мăнтăр), Ю.Исаевпа (Кавал), В.Ивановпа, А.Никифоровпа (Кивĕ Вăрмар), С.Сергеевпа (Атайкасси) эпир тивĕçлипе мухтанатпăр, çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Пурте вĕсем спорт мастерĕн нормативне Совет Союзĕ пулнă вăхăтра пурнăçланă.

Раççейре пурăнма пуçласан та йĕлтĕр спортне пăрахăçламан-çке. Пушшех урăхла, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине тĕп вырăна хуратпăр. Питех те шел, хальлĕхе пĕр Раççей спорт мастерĕ те хатĕрлемен-ха. Çакă мĕнрен килет-ши; Пирĕн патĕнче, ытти районсемпе танлаштарсан, йĕлтĕрпе ярăнма юр сахалтарах çăвать тесе калаймăн. Кунта ĕнтĕ, ман шутпа, йĕлтĕр спорчĕн пурлăх никĕсне çирĕплетнисĕр пуçне, шкулсенчи физкультура учителĕсемпе тренерсем хăйсен профессиллĕ ăсталăхне, тăрăшулăхне ÿстерни, яваплă туйса ĕçлени кирлĕ.

Юрать-ха районти хальхи çамрăксен камран тĕслĕх илмелли пур. Ку вăл Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен С.Данилова йĕлтĕрçĕ. Кĕлкешри тĕп шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă вăл. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра йĕлтĕрпе чупассипе пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă. Пултаруллă спортсменка иртнĕ çулхи спорт сезонне лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ. Район шайĕнче ирттернĕ пур ăмăртусенче те пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Кăçалхи хĕллехи спорт сезонĕ те ăнăçлă пулчĕ уншăн. Республикăра ирттернĕ пур тупăшусенче те призерсен йышĕнче. Кăçалхи февралĕн 25-26-мĕшĕсенче йĕлтĕрпе чупассипе Шупашкарта республикăра мала тухассишĕн тата чемпионат ирттернĕ. Аслă хĕр ачасен ушкăнĕнче 5 километрлă дистанцие Светлана 10 минут та 54 çеккунтра чупса тухнă, виççĕмĕш вырăн йышăннă. Март уйăхĕнче Шупашкарта йĕлтĕрпе чупса республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ тупăшура хăйĕн малтанхи кăтартăвне татах лайăхлатнă. 5 километрлă дистанцие 10 минут та 36 çеккунтра вĕçленĕ, виççĕмĕш пулнă. Республика Кубокне çĕнсе илессишĕн Канашра ирттернĕ финалти ăмăртусенче те виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Ун чухне вăл виçĕ километр чупнă.

Кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупса СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп чемпионĕн В.П.Воронковăн тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерăн В.Я.Григорьевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн Канашра ирттернĕ республикăри ăмăртура 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. 3 километра 9 минут та 13 çеккунтра чупса тухнă.

Çамрăк хĕр ачан тĕллевĕсем лайăх, шкулта тарăн пĕлÿ илме тăрăшнипе пĕрлех спортри ăсталăха малалла туптать

 



24 апреля 2012
00:00
Поделиться