Пултаруллине Турри те пулăшать
Чăваш халăхĕн питĕ вырăнлă ваттисен сăмахĕсем пур: «Сывлăхран хакли ним те çук», «Сывлăх-тăнăçлăх, темĕн чухлĕ ылтăнран та паха». Ман сăмахăм малалла сывлăх хуралĕнче тăрăшса ĕçлекен пултаруллă ĕçчен çинчен пулĕ. Вăл Энтриялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Елена Алексеевна Романова.
Елена Алексеевнăн профессийĕ этемлĕх чи юратаканни кăна мар, çавăн пекех чи явапли те. Вăл çынсен сывлăх хуралĕнче тăрать, тепĕр чухне пурнăçĕшĕн те. Çынсем Елена Алексеевна патне медицина пулăшăвĕ ыйтма пыраççĕ, вăл пулăшасса кĕтеççĕ. Унăн ăста та ырă алăсем кăна мар, çавăн пекех çынна пулăшма тăрăшакан чĕре те. Шурă халатлă хисеплĕ хĕрарăм хăйĕн пациенчĕсене сиплесе вĕсене шанăç кÿрет, пурнăç çине савăнăçлă куçпа пăхма май тупса парать, чирлĕ çынна хуть те хăш вăхăтра та пулăшма вăл хатĕр тăрать.
Елена Алексеевна 1965 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Кивĕ Мăнтăр ялĕнче çуралнă. Вунă çул хушши Пысăк Енккассинчи шкула кашни кун виçĕ çухрăм çуран утса мар, чупса çÿренĕ. Мĕн пĕчĕкрен çынсене сыватас ĕмĕтпе çуннăран, шкул хыççăн Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 1986 çулта алла диплом илсен тăван Вăрмар районне таврăннă, ачасен уйрăмĕнче медицина сестри пулса виçĕ çул ĕçленĕ. Çамрăк специалиста, лайăх ĕçленине кура, Шупашкара ача çуратмалли больницăна ĕçлеме чĕнеççĕ. Виçĕ çул хушшинче çамрăк акушерка вуншар хĕрарăма тĕнчене сывă ачасем парнелеме пулăшать.
1993 çулта пурнăç çулĕ Елена Алексеевнăна Энтриялне илсе çитерет. Кунта фельдшерпа-акушер пунктĕнче ĕçлеме пуçланăранпа вара 19 çул çитет. «Çак вăхăт пĕр самант пек иртсе кайрĕ тесен те юрать. Хама пурнăç çулĕ Энтрияльне илсе çитернĕшĕн Турра тав тăватăп. Кунта манăн юратнă ĕç, кунтах эпĕ хамăн пулас мăшăрăма Саша Романова тĕл пултăм, 15 çул пĕрле туслăн пурăнатпăр, пирĕн ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ. Эпĕ хама телейлĕ хĕрарăм тесе шутлатăп», - тесе сăпайлăн калаçать пирĕн юратнă тухтăр.
Хастар та ĕçчен тухтăра Энтриялĕнчи кăна мар, Шутнерпуç, Уйкас ялĕсенчи чирлисем те кĕтеççĕ. Вăл вĕсем патне çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çитме васкать. Уколне туса хăварать, тин çуралнă ачасене пăхать, эмелне çитерсе парать, ăшă сăмахпа йăпатать. Çыннăн чирлесе ÿкесси çĕрле те пулать. Пирĕн Елена Алексеевна нихăçан та: «Çук, пымастăп. Халĕ çĕрле, манăн ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕ», - тесе чирлĕ çын патне каймасăр тăмасть. Энтриялĕнче пурăнакан чĕрепе аптракан Саша Никифоров каласа парать: «Пĕр каçхине вун пĕр сехет тĕлне чĕре ыратнипе вилес патнех çитрĕм. Арăм Елена Алексеевнăна чĕнчĕ. Вăл çĕрлене пăхмасăр нумай та кĕттермерĕ - часах çитрĕ, эмел ĕçтерчĕ, уколне турĕ, юн пусăмне виçрĕ, ыран ирех тăрса ĕçе каймаллине пăхмасăр ман умра виçĕ сехет ларчĕ. Пĕрмай лăпкăн харпăр хăйне упрамалли çинчен вĕрентсе калаçрĕ, мана вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Çакăншăн ăна пĕтĕм кăмăлтан тав сăмахĕ калатăп».
Манăн атте, Николай Кириллович Разумов, вăрçă ветеранĕ, икĕ çул хушши ĕнтĕ ÿксе аманнă хыççăн вырăнпах выртать. Ялти тухтăра эпĕ тĕрлĕ ыйтусемпе чăрмантаратăп, е район аптекинчен эмел илсе килме ыйтатăп, е аттене пырса пăхма чĕнетĕп, вăл яланах вăхăт тупать.
«Пултаруллă çын пĕтĕм ĕçрех пултаруллă», - тесе мĕн авалтан каланă. Елена Алексеевна пирки каланăнах туйăнаççĕ çак сăмахсем. Ĕçре кăна мар, кил-çуртра та çыпăçуллă вăл. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хăтлă çурт туса лартрĕç, кил-карти тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, пÿрт умĕнчи пахчара ÿсекен вуншар тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Пирĕн юратнă тухтăрăн сасси еплерех тата. Кашни концертрах, Энтриялĕнчи культура çурчĕн сцени çинче Елена Романова тухса тăрсан залри халăх ăна хавхалантарса, тăвăллăн алă çупса ярать. Вăл ытларах вырăс халăх юррисене, Надежда Кадышева юрлакан юрăсене килĕштерет. Ташласса еплерех ташлать-ши тата, пăрчăкан пек вĕçет вĕт, ун çине пăхса тăранаймастăн. Чечетка ташлама пуçласан вара «çулăм» тухса кăна тăрать урисенчен. Анастасия хĕрĕпе Сергей ывăлĕ те ашшĕпе-амăшĕ пекех ĕçченсем, тăрăшуллăскерсем. Настя Шупашкарта кулинари техникумĕнче повар-кондитер пулма вĕренет. Вăл халех тем тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме, пĕçерме пĕлет, салачĕсем вара çисе тăранмалла мар тутлă.
Сергей Пысăк Енккасси шкулĕнче саккăрмĕш класра кадетсен класĕнче вĕренет. Эпир, Елена Алексеевнăн пациенчĕсем, хамăран пархатарлă тухтăра хăйĕн ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнăшăн, ыр-кăмăллăхшăн ĕçре ăнăçу сунатпăр, чи ăшă сăмахсем калатпăр, çемьере телей, килĕшÿ пултăр яланах