Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сывлăхшăн усăллă

1992 çулхи июнь уйăхĕнче Вăрмар поселокне пурăнма куçрăм. Малтанхи хĕл йĕлтĕрпе ярăнма ăçта пулать-ши тесе таврари вырăнсене тишкерсе çÿрерĕм. Шкул ачисемсĕр никамах та курмарăм. Вĕсем те стадионра çеç пĕчĕк çаврăмпа çÿреççĕ. Аслăрах çултисенчен пĕр физкультура предметне вĕрентекен Владимир Васильев анчах. Темиçе хĕл унпа пĕрле стадионра ярăнтăм. Чылайăшĕ ман çине ăнланмасăр пăхнине те туйрăм. Ара, 50 çултан иртнĕ çын стадионра кашни кун сехечĕ-сехечĕпе ярăнать. Темĕн те шухăшлама пулать. Вăхăт иртнĕ май аслăрах çултисем йĕлтĕрпе тухма пуçларĕç, ăмăртусене хутшăнма тытăнчĕç. 5-6 çултан Шупашкара, ытти районсене те кайма пуçларăмăр. Районти ăмăртусен шучĕ те ÿссех пычĕ. Чи хастаррисем - Энĕшпуçсем. Вĕсенчен тĕслĕх илсе Кинчерсем, Кĕлкешсем, Тикашсем ирттерме пуçларĕç. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат парнисемшĕн тупăшу 30 çул хушши пырать. Юлашки çулсенче аслă çултисем ялсенчен, ытти районсенчен те килме пуçларĕç. Халь грамотăсемпе çеç мар, ятарлă медальсемпе те чыслаççĕ, хаçат çырăнса параççĕ. Халăх сывлăхĕшĕн редакци ĕçченĕсем тăрăшаççĕ, уншăн вĕсене тав тумалла.

Халĕ районта йĕлтĕр спорчĕ вăй илсех пырать. Çамрăксем республика шайĕнче те палăрма пуçларĕç. Виçĕ çул каялла Сергей Федоров Çĕнĕ Шупашкарта 50 çухрăмлă дистанцире çĕнтерчĕ. Тăрăшакансене кирлĕ условисем туса памалла. Çил-тăман хыççăн йĕлтĕр трассине вăхăтра хатĕрлейменни чăрмав кÿрет. Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансен шучĕ кашни çул ÿссех пырать. Кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла. Сывлăхран хакли нимĕн те çук, сывлăх пулсан пурте пулать



24 апреля 2012
00:00
Поделиться