Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕççи пуçланчĕ

«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - текен ваттисен каларăшне асра тытса пыраççĕ районти ял хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем. Акă иртнĕ кунсенче «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.», «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи çурхи ака ĕçĕсене тухрĕç.

Райадминистрацин ял хуçалăх, экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне 370 гектар çинче кĕрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарнă, 100 гектар çинче кĕрхи çĕртмене сÿреленĕ, 100 гектар культиваци тунă, 20 гектар урпа акнă.

Тикаш тăрăхĕнче çĕр иртерех пулса çитет. Çавăнпа та кунти «Иванов В.А» хресчен (фермер) хуçалăхĕшĕн хальхи вăхăтра хĕрÿ ĕççи пырать. Эпир пынă вăхăтра кунти техника шавĕ уйра кĕрлет. Пĕр вăхăтрах темиçе ĕç туса ĕлкĕреççĕ вĕсем. Пĕрисем нумай çул ÿсекен курăксене сÿрелеççĕ, теприсем культиваци тăваççĕ, виççĕмĕшсем урпа акаççĕ. Хальхи вăхăтра пурĕ 15 çын тăрăшса вăй хурать асăннă хуçалăхра. Çакна палăртмалла: «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕтĕмпех çĕнĕ техника ĕçлет. Çавăнпа та кунта ĕç кал-кал пулса пырать. Пурĕ 12 трактор тата ытти йышши техника та пур. Кăçал тепĕр çĕнĕ йышши «Беларус» трактор туянма пултарнă. Тĕш-тырă акмалли агрегат «AMAZONE» те çĕнĕ йышши.

«Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ», - тет хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов. - Çавăнпа та кашни çулах эпир паха йышши вăрлăх акма тăрăшатпăр. Акă кăçал урпан «Атаман» сортне туянтăмăр. Халĕ кунти Н.Жирнов тракторист ăна акнă çĕрте вăй хурать, С.Федоров водитель вара автомашинăпа тырă турттарса тăрать». Владимир Анатольевич палăртнă тăрăх, кăçал урпа - 300, тулă 700 гектар акса хăвармалла. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 2000 гектар йышăнать. Кăçалхи апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне вĕсем 100 гектар çинче урпа акнă та, çак ĕç малалла пырать. Унсăр пуçне В.Исаев тракторист кĕрхи культурăсене минераллă удобренипе апатлантарассипе те тăрăшать. Йĕтем çинче те ĕççи вĕресе тăрать. Кунта рабочисем автомашинăсем çине тырă тиесе тăраççĕ.

«Хамăр енчи çĕрсене акса пĕтерсен тÿрремĕнех Чупай ял тăрăхĕсенчи çĕрсене акма куçас тĕллевлĕ эпир. Кунта 800 гектара яхăн тĕш-тырă акса хăварма палăртатпăр», - тет Владимир Анатольевич. Эппин мал ĕмĕтлĕ ĕçченсем пур чухне çĕрсем пушă выртмĕç, усă курман çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртĕç



25 апреля 2012
00:00
Поделиться