Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентешсем çинчен пĕлесчĕ

Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен Вăрмар тăрăхĕнчен миçен вĕреннине Г.Александров историкăн «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919)» кĕнекинчен («Хыпар», 1996, çурла, 3.) пĕлетпĕр. Тĕпчевçĕ учитель ятне илнĕ çамрăксене хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, хăçан, ăçта çурални тăрăх çырса тухнă. Вăрмар ен 1927 çулччен Çĕрпÿ уесне кĕнĕ, хăш-пĕр ялсем Шупашкар уесĕнче Карач вулăсĕнче тăнă. Хăнăхнă йăлапа маларах Çĕрпÿ уесĕнчи ялсенчен вĕреннисене кăна шутлаттăмăр, Шупашкар уесĕнчисем тăрса юлатчĕç. И.Я.Яковлев патĕнче 24 çын вĕренсе тухнă тесе пĕлтереттĕмĕр. Çитмĕш ялĕ Шупашкар уесне Карач вулăсне кĕнĕ. Çав ялта çуралса ÿснĕ Матрена Михайлова 1918 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Энтриялĕнче ÿссе çитĕннĕ Ефим Петров 1892 çулта учитель ятне илнĕ. Çапла вара Иван Яковлевичăн вĕренекенĕсем 26-ăн пулчĕç.

Е.Петров 1873 çулхи августăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Карачри пуçламăш шкулта вĕреннĕ, унтан Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă училищĕре пĕлÿ пухнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулне 1889 çулта вĕренме кĕнĕ, тулли курс пĕтерсе пуçламăш шкул учителĕ пулса тăнă. Пĕр çул Кăнна Кушкинче (Тутарстан Республики, Теччĕ районĕ, И.Я.Яковлевăн тăван ялĕ) учителе пулăшаканĕнче вăй хурать. 1893-1896 çулсенче Элшелĕнчи (Тутарстан, Пăва районĕ) Çутĕç министерствин училищинче учительте тăрăшать. Тепĕр тăватă çул Таяпари (Елчĕк районĕ) училищĕре ĕçлесен 1901-1903 çулсенче Хусанта миссионерсен курсĕнче вĕренет. Малашне унăн пурнăç çулĕ тĕн ĕçĕпе çыхăнать: Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи, Пăва уесĕнчи ялсенчи чиркÿсенче священник тивĕçĕсене пурнăçлать. Мăшăрĕпе, Чĕмпĕрти хĕрарăмсен епархи училищинче вĕренсе учителе тухнă Серафима Ивановнăпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Учителе тухнисем тăван енре аякра ĕçлесе пурăннипе хăйсем пирки хыпар пĕлтерме тăрăшман. Архивсенчи хутсем тăрăх пурне те, уйрăмах ĕçлев тапхăрне, пĕлейместĕн. И.Яковлев патĕнче вĕреннĕ, анчах та урăх тăрăхра çуралса ÿснĕ, пирĕн районта учительте ĕçленисем пирки нимле аса илÿсем, чăнлавсем çук. Акă, Аслă Чак шкулĕнче вĕрентнĕ А.Григорьева кун-çулĕ питĕ интереслĕ пулмалла. Вăл 1892 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи хĕрарăмсен педагогика курсĕнчен 1911 çулта вĕренсе тухнă. Аслă Чакри хут вĕрентекен шкулта унăн ĕç биографийĕ пуçланнă. Ун патĕнче пĕлÿ пухнă П.Артемьев çапла аса илнĕ: «Анастасия Тимофеевна ачасене питĕ юрататчĕ. Вăл лайăх вĕрентетчĕ. Класра 30 ача пулсан та урокра шăпчĕ. Вĕрентекенĕн сăмахне итлеме ваттисем те пухăнатчĕç. Çапла вара пирĕнпе, шĕвĕрккесемпе пĕрле аслисем те вулама, çырма, шутлама, хăнăхатчĕç».

А.Григорьевăна пĕлÿ ĕçĕнчи хастарлăхшăн Ленин орденĕпе наградăланă. Шел, ун пирки те нумаях пĕлеймерĕмĕр-ха.

 



25 апреля 2012
00:00
Поделиться