Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пархатарлă кун-çул

Ĕçне кура хисепĕ, чысĕ. Яланах çын хушшинче, тĕрлĕрен вырăнта курма пулать Лена Иссаковна Гурьевăна, хатĕрлев кантурĕн специалистне. Çавна пула ăна палламан, пĕлмен çын сахал. Курнипе тĕл пулни кăна мар, çынпа калаçма, ăнланма, май килнĕ таран пулăшма тăрăшнипе палăрса тăрать те ĕнтĕ пирĕн ентешĕмĕр.

Лена Иссаковна 1957 çулхи апрель уйăхĕн 27-мĕш кунĕнче Мăнçырма ялĕнче нумай ачаллă (вĕсем пурĕ 6 пĕр тăван, шел, аслă аппăшĕ вĕсемпе пĕрле текех çук) çемьере çуралнă. Хăйĕнчен аслăрах аппăшĕпе пиччĕшĕ пĕчĕк Ленăна алăран вĕçертмесĕр пĕрле илсе çÿренĕ, çавна пула вăл калаçма та иртерех вĕреннĕ, 7 çул аслă аппăшĕн ĕçченлĕхĕ çамрăклах вăй çитнĕ таран ĕçе тума вĕрентнĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем «çамрăкла вĕренни чул çинче» тесе. Чăнах та, пĕчĕк чухнехи ĕçченлĕх паянхи кун та пĕрре те иксĕлмен Лена Иссаковнăн.

Мĕн пур яш-кĕрĕм пекех, 1974-мĕш çулта Мăнçырмари вăтам шкултан вĕренсе тухса алла пурнăç çулĕ çине тухма май паракан аттестат илет. Çынна пăхма пĕчĕклех тарават пулнăскер тÿрех Шупашкара, кулинари училищине вĕренме каять, диплом илсен чун ăшшипе, тутлă апат-çимĕçпе тĕп хулари столовăйĕнче нумай çынна савăнтарать. Мал ĕмĕтлĕ хĕр кунпа çеç лăпланса лармасть, коопераци техникумне вĕренме кĕрет, товаровед специальноçне алла илет.

1986-мĕш çулта Лена Иссаковна райпо системинче ĕçлеме пуçлать, малтан товаровед тивĕçĕсене пурнăçлать, юлашки вăхăтра хатĕрлев кантурĕнче специалистра тăрăшать. Ĕçĕ унăн пĕрре те çăмăл мар, канăçсăр та нихçан çителĕклĕ туса çитерейми ĕç. Вăрмар урамĕсенче ăнсăртран тĕл пулсан та Лена Иссаковна калаçăва тавар тупса илесси çинчен кăна, ăна яланах халăха кирлĕ таварпа тивĕçтересси канăç памасть. Аш-какай, тырă-пулă, тĕрлĕрен пахча çимĕç лавккасенчи сентресем чăтайми тулли тăрсан çеç унăн чунĕ кăштах лăпланать, ку вăхăтра вара вăл хăйне лăпкăрах туять. Яланах çул çинче, тĕрлĕ районта е ялта тенине илтме пулать Лена Иссаковна çинчен ыйтсан. Ĕçĕ тем пекех канăçсăр пулсан та вăл нихçан та сасă хăпартмасть, йĕркеллĕ çеç ăнлантарать, мĕнлерех тусан лайăхрах пулнине калать. Çынпа калаçмалли вара нумай. Ял çыннисем ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене хатĕрлев кантурне илсе пыраççĕ, ун хыççăн Лена Иссаковна вĕсене районти лавккасене валеçет. Мĕн тĕрлĕ характерлă çынсемпе тĕл пулса калаçма тÿр килмест-ши ăна, анчах вăл хăйĕн çынлăхне нихăçан та çухатмасть, мĕншĕн тесен ĕç Лена Иссаковнăна савăнăç кăна кÿрет. Çапла пулмалла та, ку - пурнăç саккунĕ.

Хитре те сăпайлă хĕре ял каччи Виталий Ефимович куç хывать. 1977-мĕш çулта Лена Иссаковнăпа вĕсем çемье çавăраççĕ. Ĕçчен те туслă çемьере пĕр ывăлпа пĕр хĕр ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те сăпайлă пулса ÿсеççĕ. Ывăлĕ, Саша, амăшĕн çулне суйласа илнĕ, Шупашкарти коопераци техникумне вĕренсе пĕтерсе диплом илнĕ. Вĕреннĕ специальноçпа ĕçлеме тÿр килмен, пурнăç условийĕсем ăна çĕршывăн тĕп хулине илсе çитернĕ. Мускавра Александр Витальевич Паркет çуртĕнче технологра ĕçлет. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Хĕрĕ, Татьяна, педколледжра вĕренсе шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлеме ирĕк паракан диплом илнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта ача садĕнче ĕçлет. Татьяна Витальевнăпа мăшăрĕ икĕ пăхаттира кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтересчĕ тесе тăрăшаççĕ.

Ĕçре тупнă савăнăç çынна пархатар кÿрет. Ĕçри çитĕнÿсене шута хурса панă грамотăсемпе дипломсем, Тав хучĕсем Лена Иссаковна хăйĕн тивĕçĕсене чăннипех те кирлĕ шайра пурнăçланине кăтартаççĕ. Вĕсем хушшинче Чăвашпотребсоюз грамотипе Раççей Федераци потребкооперацийĕ панă кăкăр çине çакмалли паллă уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ.

 



25 апреля 2012
00:00
Поделиться