Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пирĕн вĕрентекен

Чăваш чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Анчах та таса чăваш чĕлхипе калаçакан паянхи кун питĕ сайра тĕл пулать. Чăн-чăн чăваш чĕлхипе, вырăс чĕлхипе пĕр хутăштармасăр, калаçакансене итлес килсе тăрать. Тăван чĕлхепе тĕрĕс усă куракансем хушшинче чи малта паллах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Акă Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Галина Александровна Левина 21 çул хушши тăрăшать ачасене пĕлÿ парас ĕçре. Шкулта чăваш чĕлхине вырăс тата чăваш класĕсенче вĕренеççĕ. Çакăн пек классенче вĕрентÿ программи те расна. Галина Александровна ачасене чăваш чĕлхине тăван халăх культурин, йăли-йĕркин аталанăвне тĕпе хурса юратма вĕрентет. Урока вăл фонозарядкăран пуçлать. Çирĕп дисциплинăллă вĕрентекен хăйĕн урокĕсенче тăван чĕлхен вăрттăнлăхĕсене ачасем патне кăсăклă та ăнланмалла илсе çитерет. 7 «в» класс ертÿçи пулнă май вĕренекенсемшĕн вăл иккĕмĕш анне вырăнĕнчех. Кашни ачан шухăш-кăмăлне шута илме тăрăшать, вĕренÿре те пулăшать. Чăваш чĕлхи кунне халалласа шкулта наукăпа практика конференцийĕ, чи лайăх сăвă вулавçи, «Вăрмар ен, тăван ен» электронлă презентацисен конкурсĕсем иртеççĕ



25 апреля 2012
00:00
Поделиться