Вăрçă ачи сакăрвунă çулта
1931 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче Пĕчĕк Енккасси ялĕнче Мария Ивановнапа Григорий Платонович Павловскийсен ывăл ача çуралнă, анчах тĕрлĕ тĕш - мĕше пула раштав типпинче ача ячĕ хумаççĕ, çылăх пулать тенĕ. 1932 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче раштавра ÿте кĕрсен ачана Николай ят хурса çирĕплетнĕ. Çапла вара вăл Николай Григорьев (хушаматне ун чухне ашшĕ ячĕпе панă) пулса тăрать. Кольăсăр пуçне çемьере тата икĕ ывăл - Ваççапа Петĕр тата тепĕр хĕр - Фекла кун-çути курнă. Вĕсене пурне те ашшĕ-амăшĕ Павловский хушамат панă. Коля анчах Григорьев хушаматпа тăрса юлнă.
1941 çулта ашшĕне Иваново хулинчи пир-авăр комбиначĕ тунă çĕре вербовкăпа илсе кайнă. 1941 çул вĕçĕнче фронта тухса кайнă та 1943 çулхи март уйăхĕнче Литва çĕрĕ çинче хыпарсăр çухалнă. Коля шкула 1939 çулта кайнă. 1944 çулта 6 класс пĕтерсен, текех шкула вĕренме каяйман. Килте ĕçлекенни кирлĕ пулнă тесе вăл колхозра ĕçлеме пуçланă. Суха тунă, кĕлте кÿнĕ, хăй кĕлте тăршшĕ анчах пулин те, кĕлте лавне майлаштарса кĕлте лавĕ тума хăнăхса пынă. Элеватора тырăпа кайнă. Çĕртме ĕçĕсем вĕçленсен Энĕшпуç вăрманĕнчен пăравуссем валли вутă турттарнă. Хĕл ларсан Тĕмер, Чутей, Вăрăмпуç тата Йĕпреç, Кире, Хурамал çывăхĕнчи вăрмансенче ĕçлеме тивнĕ. Тĕреклĕ лашасене фронта илсе кайсан, çукран пур туса вăкăрсене кÿлсе вĕрентнĕ, вĕсемпе пуринпе те 12-15 çулхи вăрçă ачисем ĕçленĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче ватă старик-платниксем ĕне витисем тунă. Ватти-вĕтти те пурте фронта пулăшнă. Çĕнтерÿ тума пĕтĕм вăя хунă.
1951 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Коля Григорьев салтак аттипе шинельне тăхăнать. Владимир - Волынский хулинче чикĕ хуралĕнче службăра тăрать. Каярахпа Челябинск - 40 хулара вăрттăнлăх шутĕнче тăракан пограничниксен чаçĕнче службăна вĕçлет. Часть командованинчен Хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулать. 1954 çулта службăранах класлă шофер пулса декабрь уйăхĕнче киле таврăнать. Салтакран таврăнсанах Вăрмарти МТСа Арзамасов директор патне вырнаçать - шофер ĕçĕсене тума. Çак вăхăтран пуçласа Н.Григорьевăн ĕçĕ-хĕлĕ МТС, СХТ, РТС, Сельхозхими предприятийĕсем тачă çыхăннă. И.Сергеева, Сельхозтехника управляющине А.Северова тата Сельхозхими управляющине В.Мадянова Коля Григорьев халĕ те ырăпа асăнать. Вĕсем тăрăшнипе асăннă предприятисенче механизаторсемпе специалистсене, тĕрлĕ шайри рабочисене черетпе тÿлевсĕр хваттерсем пара-пара тивĕçтернĕ. Çав шутран Николай Григорьев та мăшăрĕпе тата икĕ ачипе пĕрле 3 пÿлĕмлĕ хваттер илме тивĕçлĕ пулнă. Мĕнле телей - чăн-чăн ĕç çыннине парне пулнă вĕт вăл вăхăтра. Миçе пин тонна удобрени, тислĕк Атăл леш енчен, Сосновка çывăхĕнчен, торф турттарман пулĕ. Вĕсене пĕтĕмпех патшалăх шучĕпе туса ирттернĕ.
Социализмла ăмăртура мала тухнисене медальсем парасси йăлана кĕрсе пынă. Ĕçре хастар пулнăшăн пурне те «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул» медальпе, «Ĕç ударникĕ» паллăпа, каярах «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă.
Н.Григорьев мăшăрĕ, Елена Андреевна, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн та асăннă медальсем темĕн чухлех. Вăл Ĕç ветеранĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр ывăл та пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ, Владимир Григорьев, ЧР Шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Хĕрĕ, Наташа, Çурçĕр çыннисен сывлăхне сипелет, вăл терапевт-врач, Воркута хулинче пурăнать. Унăн икĕ хĕр çитĕнет. Кольăпа Лена 1958 çулта мăшăрланнă. Телейле çемье пулнă. Анчах шел пулин те икĕ çул каялла арăмĕ Лена йывăр чире пула пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Йывăр тăпри çăмăл пултăр, тутлăхра çÿретĕр. Коля Григорьев пенсине 1992 çулта тухнă, халĕ вăл Шупашкарта пĕчченех пурăнать