Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăпчăк сассиллĕ юрăç

«ГАЗель» микроавтобус Вăрмарти автовокзалран тапранса кайрĕ те Шупашкар еннелле çул тытрĕ. Салон пассажирсемпе тулнă. Кашнин хăйĕн шухăшĕ. Пĕрисем калаçса пыраççĕ, теприсем ыйхăна путнă. Пассажирсене кичемлĕхрен сирес тесе В.Федоров водитель музыка ярса пачĕ. Чăваш Ен наци радиовĕ «Чĕререн тухакан сăмахсем» кăларăма итлеме сĕнет.

Вăхăт нумай та иртмерĕ эфирта Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче пурăнакан яш каччă хăйĕн юратнă савнине юрăпа саламлама ыйтать. «Вăрмар поселокĕнче пурăнакан О.Васильевăн «Кума» юррине параймастăр-ши? Тем пекех савăннă пулăттăм», - тет вăл. «Ольга Петровнăна эпĕ те лайăх пĕлетĕп, чăн-чăн артистка вăл», - сăмах хушрĕ ларса пыракан. Часах эфирта хаваслă юрă янăраса кайрĕ. Ольгăн хитре те уçă сасси пурне те тыткăнларĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕпе киленнĕ май тĕп хулана çитнине сисмерĕмĕр те.

- Юрă - манăн пурнăç, юрă ăшĕнчех çуралнă пуль эпĕ. Ĕçрен киле таврăнсанах музыка яратăп, хам юратакан юрăсене итлесе киленетĕп, - тет Ольга.

Унăн кукашшĕ, Василий Максимович Максимов, ялти чи пирвайхи купăсçăсенчен пĕри пулнă. Тен çавăнтах пулĕ çамрăк хĕр пĕрчи музыкăна ăша хывнă. Вăрмар поселокĕнчи «Колосок» ача садне çÿренĕ чухнех артист пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1994 çулта Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕрет. Виçĕ çултан баянпа вылякан педагог-аккомпаниатор специальноçне илет. Пĕр вăхăт Вăрмарти ачасен музыка шкулĕнче баян класпа ĕçлеме пуçлать. Кунта икĕ çул вăй хурать. Ĕçленĕ вăхăтрах общество ĕçне активлă хутшăнать. Районти культура çурчĕ çумĕнче халăх театрĕ уçăлсан, мал ĕмĕтлĕ хĕр ача, чи активлă артисткăсенчен пĕри пулать, тĕрлĕ рольсене вылять. «Софрон Иванч кин кĕртет» спектакльте кин рольне чăн-чăн артистка пек выляса кăтартать. Çак спектакле республикăра та пысăк хак панă. Чăваш телевиденийĕпе те кăтартнă.

2000 çулта Мăнçырмари вăтам шкулти ачасене музыкăна вĕрентме пуçлать. Часах шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне куçать. 2005 çулта хушма пĕлÿ паракан шкул çулне çитмен ачасене музыкăна вĕрентекен педагогсем хушшинче ирттернĕ «Чĕрене ачасене паратăп» районти конкурсра хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Çав вăхăтрах районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Парне» фольклор ушкăнĕн чи пултаруллă юрăçсенчен пĕри. Ку ушкăнра 6 çул хăйĕн çепĕç сассипе юрă хыççăн юрă шăрантарнă районти ялсене тухса çÿренĕ вăхăтра. Чи асра юлмалли самант вара уншăн «Парне» ушкăнпа Мускавра пулса иртнĕ чăвашсен Акатуйĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартни.

2006 çулта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата министерстви Ирина Вдовинăна халалласа халăх юррисене çепĕç сасăпа юрлас енĕпе «Ай, юрлар-и!» республикăра иккĕмĕш конкурс ирттернĕ. Конкурса активлă хутшăннăшăн тата халăх юррисене пропагандăланăшăн О.Васильева диплома тивĕçнĕ.

2008 çулта Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕсене халалласа районти Культурăпа кану центрĕнче эстрада юррисен районти конкурсĕ иртнĕ. Конкурса пĕтĕмпе 3 эстрада ушкăнĕ, çак жанрпа ĕçлекен 26 юрăç хутшăннă. Кашниех чăвашла тата вырăсла юрăсемпе куракансене савăнтарнă. Аслă ушкăнра О.Васильева юрăç иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

2010 çулта «Çĕнĕ ятсем» конкурса республикăри тĕрлĕ районсенчи 26 юрăç хутшăннă. Вăрмар хĕрĕ Оля Васильева хăйĕн çепĕç те янăравлă сассипе куракансене чăннипех те тĕлĕнтернĕ. Вăл «Кума» юрă шăрантарса куракансен кăмăлне кайнă, приза тивĕçнĕ. Чапа тухнă юрăç Ольга Петровна музыка тĕнчине кĕме пулăшнă генеральнăй продюсера, «Çĕнĕ ятсем» автор проектне Г.Васильева ырăпа аса илет. «Çĕнĕ ятсем» эстрада ушкăнĕпе пĕрле республикăри нумай-нумай районсенче хăйĕн шăпчăк сассипе итлекенсене савăнтарнă. Пĕлтĕр çулла Çурçĕр Кавказра, Хура тата Азов тинĕсĕсем хĕрринчи хуласенче концертсем парса итлекенсене тыткăна илнĕ. Ессентуки, Пятигорск, Кисловодск хулисенчи санаторисемпе курортсенче канакансене хăйĕн вырăс юррисемпе савăнтарнă.

Хамăр ентеш, Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ Лия Чернова, чăваш радиовĕпе ертсе пыракан «Неформат» кăларăма та активлă хутшăнать Оля. Хăйĕн юррисемпе радио конкурса та хутшăннă, диплома тивĕçнĕ.

Районти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ «Икĕ çăлтăр» шоу-программăра «Чи лайăх костюм» номинацире Ольга Васильева çĕнтернĕ.

- Сцена çинче илемлĕ курăнас тесен чăваш тĕрриллĕ лайăх çи-пуç пулмалла. Костюмсене ятарласа Шупашкарта çĕлеттеретпĕр. Вăл пурин кăмăлне те каймалла пултăр, - пĕлтерет Ольга.

Сцена çине тухни 15 çул çитрĕ Ольга Петровна Васильевăн. Çак тапхăрта республикăри тата районти конкурссенче çĕнтерсе нумай дипломсем, Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем, парнесем çĕнсе илнĕ вăл. Пĕр кун та юрă-кĕвĕсĕр иртмест унăн. Кашни сехечĕ шутра. Пĕтĕм пурнăçне музыкăпа çыхăнтарнă тейĕн. Умра - çĕнĕ тĕл пулусем. «Çĕнĕ ятсем» программăпа вĕсен Тăвай, Канаш, Комсомольски районĕсенчи ялсене çитсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштармалла, ял çыннисен кăмăл-туйăмне çĕклемелле, ĕçри хастарлăха ÿстермелле.

 



05 мая 2012
00:00
Поделиться