Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхшăн ĕçленĕ, тăрăшнă

Мана 10 çул ытла, 1976-1987 çулсенче, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ май, Вăрмар районне ертсе пыма тÿр килчĕ. Анчах та эпĕ райком е райĕçтăвком ĕçĕсем çинчен мар, çав тапхăрта Вăрмар поселокĕн ертÿçи, поселок Совечĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ Агния Григорьевна Григорьева çинчен кĕскен каласа парасшăн.

А.Г.Григорьева 1929 çулта Вăрмар районĕнчи Çитмĕш ялĕнче çуралнă. Унăн ачалăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăн питех те йывăр çулĕсенче тăван ялта иртнĕ: шкулта вĕреннĕ, çитĕннисемпе пĕр танах тăван колхозра ĕçленĕ, çамрăк пилĕке авса тырă вырнă, авăн çапнă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă... Темле йывăр пулсан та вăтам шкул пĕтернĕ.

Каярахпа вара хăйсен ял каччипе вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннă Павел Григорьевич Григорьев фронтовикпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Павел Григорьевич пĕр вăхăтра Çитмĕш ялĕнче колхоз председателĕнче ĕçленĕ. 50-мĕш çулсенче вара çамрăк мăшăр пĕчĕк ачисемпе Вăрмар поселокне пурăнма куçнă. Сăмах май çакна палăртса хăвармалла: П.Григорьев 20 çула яхăн район центрĕнчи юсавпа строительство участокĕн начальникĕ пулса ĕçлерĕ. Вăл ертсе пынипе 60-70-мĕш çулсенче поселокра вуншар-вуншар нумай хваттерлĕ çуртсем тата ытти социаллă-культурăллă объектсем тунă. Çапла вара Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем хăтлă хваттерлĕ пулса тăнă, пушă вăхăтра хăйсен вăхăтне ирттерме тĕрлĕ культурăллă мероприятисене çÿреме пултарнă. Кĕскен каласан Вăрмар поселокĕн аталанăвĕнче ун тÿпи çав тери пысăк пулнă.

Агния Григорьевна темиçе çул хушши поселокри тата районти организацисенче ĕçленĕ. Тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура 1967 çулхи март уйăхĕнче ăна вара поселок совечĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ пулма суйлаççĕ, урăхла каласан, Вăрмар поселокĕн ертÿçи пулма... Ку питех те яваплă та канăçсăр ĕç пулнă. Шăп çав çулта Канашри педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн эпĕ ВЛКСМ Вăрмар райкомĕнче ĕçлеме пуçланăччĕ, кайран пĕр вăхăт поселок Совечĕн депутачĕ те пулнăччĕ.

Эпир, халĕ ĕнтĕ 70 çула çывхарса пыракан çынсем, çакна лайăх ас тăватпăр: ун чухне поселокра асфальт сарнă пĕр урам та пулман, хăш-пĕр тротуарсене йывăç хăмасенчен тунăччĕ. Поселокра пурăнакан, ĕçлекен çынсене хваттерсемпе тивĕçтересси питĕ çивĕч тăратчĕ. Ача-пăча сачĕсенче шкул çулне çитмен ачасем валли вырăнсем çитместчĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ку ыйтупа поселок Советне кăна мар, райкомпа райĕçтăвкома та тăтăшах çÿретчĕç, пире, влаç органĕсенче ĕçлекенсене критиклетчĕç, вăрçатчĕç. А.Григорьева ĕçленĕ вăхăтра (1967-1985 ç.ç) вăл тăрăшнипе, районти органсем пулăшнипе поселокра нумай-нумай ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Пурăнмалли çуртсем, хваттерсем тăвасси хăвăртланчĕç. Кашни çулах райцентрта 16-24 хваттерлĕ пĕр-икĕ çурт хута каятчĕ, темиçе çĕнĕ котельнăй тунăччĕ. 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Жданов (халĕ Мир) урамне асфальт сарчĕç, каярахпа Ленин площадьне, Ленин, Крупская урамĕсен пĕр пайне, Калинин, Октябрь урамĕсене асфальт сарнăччĕ, темиçе километр çĕнĕ тротуарсем турĕç. Çулла тусанлă, кĕркуннепе çуркунне пылчăклă çулсем поселокра сахалланса пыма пуçларĕç. Çав çулсенчех поселокра кинотеатр, хăна çурчĕ, Культура çурчĕ, райĕçтăвкомăн, поселок Совечĕн çĕнĕ çурчĕсене, икĕ хутлă универмаг, спорт çурчĕ, автовокзал, музыка шкулĕ, Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулăн кивĕ çуртне (вăл йывăçранччĕ) тăсса çĕнĕрен (кирпĕчрен) хута ячĕç. Шкул çулне çитмен ачасем валли вырăн çитменнине шута илсе «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕн 160 вырăнлăх, сĕтел-пукан фабрикин 90 вырăнлăх ача-пăча сачĕсене хăпартрĕç. «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн садикне те пысăклатнăччĕ. Çапла вара питех те çивĕч ыйтăва поселокри шкул çулне çитмен мĕн пур ачана садиксене вырнаçтарас ыйтăва ăнăçлăн татса пачĕç.

Агния Григорьевна тăрăшнипех Вăрмар поселокĕнче культурăпа кану паркне йĕркеленĕччĕ, кунтах çамрăксем валли ташламалли площадка, эстрада, спорт площадкисем тунăччĕ. Çитмĕлмĕш çулсемпе сакăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче район центрĕнче çĕнĕ предприятисем - çĕвĕ фабрики (400 çын ĕçлемелĕх), çул-йĕр тăвакан механизациленĕ колонни (80-90 çын ĕçленĕ), «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕ (150 çынна яхăн), механика завочĕ (80-100 çын) уçăлчĕç. 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех поселока газ кĕртме пуçларĕç. Паллах, çак нумай енлĕ ĕçре поселок Совечĕн тÿпи те пысăк пулнă.

Агния Григорьевна сывлăхĕ çирĕпех пулманнине пăхмасăрах питĕ нумай ĕçлетчĕ. Кашни кун ирхине-ирех поселок тăрăх çуранах çÿреме тухатчĕ, предприятисемпе учрежденисенче час-часах пулатчĕ, çынсемпе тĕл пулатчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама нумай вăй хуратчĕ. Вăл поселок Совечĕн сессийĕсенче сÿтсе явма пысăк пĕлтерешлĕ ыйтусем тăрататчĕ. Йышăннă решенисене пурнăçлама депутатсене анлăн хутшăнтаратчĕ. Агния Григорьевнăна халăх хисеплетчĕ, шанатчĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна «Хисеп палли» орденпа наградăланă. Çакăн пек пултаруллă, ĕçшĕн çунакан руководитель пулнă вăл.

1984 çулта вăл 55 çул тултарчĕ. 1985 çулхи март уйăхĕнче вара тивĕçлĕ канăва тухрĕ, телейлĕ кукамай пулнă май мăнукĕсене пăхса пурăнчĕ.

Агния Григорьевна Григорьева 2003 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче 74 çул тултарсан пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Унăн çутă сăнарне эпир, унпа пĕр вăхăтра пĕрле ĕçленĕ çынсем тата ăна пĕлнĕ пĕлĕшĕсем яланах асра тытатпăр. Унăн ĕçĕпе ячĕ манăçа тухмĕ. Мĕншĕн тесен вăл халăхшăн ĕçленĕ, ырми-канми тăрăшнă

 



12 мая 2012
00:00
Поделиться