Малашлăх – çĕнĕлĕхсенче
Республикăра, районсенче ял хуçалăх производствине патшалăх пулăшăвĕ памалли вăйра тăракан тухăçлă тытăм «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа агропромышленность комплексне мĕн пур çăл куçсенчен чылай инвестици явăçтарма май панă. Çав инвестицисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртме, тухăçлă техника тата оборудовани туянма, хальхи шайри професси кадрĕсене явăçтарма май панă. Çакă вара ял хуçалăх производствин культурине тĕпрен улăштарать тата ĕç тухăçлăхне, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен ĕçлес хастарлăхне ÿстерет.
Экономикăн никĕсри пĕтĕм секторне технологи енчен интенсивлă çĕнетни, е çĕнĕ нано тата биотехнологисем çине таянакан промышленноçăн тата аграрин çĕнетĕвĕ инновациллĕ тата социаллă тĕллевлĕ аталану çитĕнĕвĕн чи пĕлтерĕшлĕ условийĕ шутланать.
Пирĕн районти ял хуçалăх отраслĕнче те çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Акă, сăмахран, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăнах илер. Унăн пуçлăхĕ Петр Николевич Крылов асăннă обществăна аталантарассипе чылай курăмлă ĕçсем тăвать. Палăртма кăмăллă: ку хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ çулран çул ÿссех пырать. Нумаях пулмасть вĕсем ăратлă пăрусемпе вăкăрсем Тамбов облаçĕнчен кÿрсе килнĕ. Унпа пĕрлех çамрăк пăрусен витине те тĕпрен çĕнетнĕ. Инвестици проектне пурнăçласа çитес вăхăтра кунта биогазпа ĕçлекен хатĕр лартма палăртаççĕ.
Кашни çулах çур акине тĕплĕн хатĕрленеççĕ кунти ĕçченсем. Ăна агротехникăллă требованисене пăхăнса тата кĕске вăхăтра ирттерсе ярассишĕн пур хăватпа тăрăшаççĕ. Çавна май çулсерен пурлăхпа техника базине те çирĕплетсе пыраççĕ. Кăçал çĕнĕ йышши икĕ «VALTRA», «AMAZONE» агрегатсемпе кунти ĕçченсем уйсене акана тухрĕç. Пĕринпе çĕре хатĕрлессипе ĕçлеççĕ, тепринпе вара урпа акаççĕ.
Асăннă хуçалăхăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ