Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Николай Иванов-Пархатар ячĕллĕ конкурс

Апрелĕн 27- мĕшĕнче Шăхаль ялĕнчи культура çуртĕнче Николай Иванов – Пархатарăн призне çĕнсе илессишĕн район шайĕнчи пысăк конкурс пулса иртрĕ. Ăна авторăн, районăн, поселокăн юбилейĕсен ячĕпе йĕркеленĕ.

Вăрмар ен шкулĕсенчен килнĕ çĕре яхăн вĕренекенсемпе çитĕннисем те хутшăнчĕç унта. Ăна ирттерсе ярас ĕçре Шăхаль шкулĕн директорĕ А.Мирошкина нумай вăй хучĕ: конкурс йĕркине тăвас, шкулсене хыпарлас, çĕнтерÿçĕсене хаклас, чыслас, палăртас, жюри членĕсене пуçтарас, сценăна илемлетес енĕпе уйрăмах тăрăшулăх кăтартрĕ.

Конкурс ячĕ - «Тăван ен, савнă ял, тăван кил». Ăна тăватă номинаципе йĕркеленĕ: пĕрремĕшĕ Н.Пархатарăн сăввисене, иккĕмĕшĕ юптарăвĕсене, виççĕмĕшĕ юррисене ушкăнпа, тăваттăмăшĕ юрри-кĕввисене пĕчченшерĕн юрлас, музыка инструменчĕсем çинче выляс енĕпе пулчĕ.

Конкурс умĕн ентеш-юбилярăн творчествăри сулмаклă утăмĕсем çинчен калаçрĕç, сăвăçа шкул ачисем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Шкул директорĕ Альбина Алексеевна кунтан вĕренсе тухнă Чăваш Енре паллă поэт - композитора 75 çул çитсе килнĕ ячĕпе саламласа та ыр сунса пейзажлă картина, чечек пуххи парнелерĕ. Конкурс ĕçне хутшăнса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ю.Соколов Николай Иванов-Пархатара саламланă май нумай ăшă сăмахсем каларĕ, картина парнелерĕ. Райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ И.Дмитриева тата Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева сцена çинчи поэт - композитора ăшă сăмахсемпе саламласа чечек парнелерĕç.

Часах конкурс пуçланчĕ. Вăл пынă вăхăтрах пысăк экран çинче Н.Иванов пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ электронлă презентаци мероприятие илемлетрĕ, пуянлатрĕ. Чи лайăх сăвă вулакан номинацие вун пĕр çын хутшăнчĕ. Е.Сормулатова Н.Ивановăн «Юлашки çыру», Т.Мельникова (Аслă Чак шкулĕ) «Мухтав сире, ветерансем» сăввисене, М.Павлова (Шăхаль шкулĕ) «Çĕршыв суранĕ» поэмăн «Ÿкĕнÿ» сыпăкне вулани залри итлекенсене хумхантарса тыткăна илчĕç. Николай Иванов сăввисене уйрăмшарăн В.Данилов, А.Чернова, Г.Илларионов, Е.Иванова (Шăхаль шкулĕ), К.Иванова, Д.Иванова (Пинер шкулĕ), Д.Иванова (Аслă Чак шкулĕ), Т.Кузьмина (Кĕлкеш шкулĕ) вулакансем те хăйсен пысăк ăсталăхне кăтартрĕç, конкурс сертификачĕсене тивĕçрĕç.

Юптарусен номинацийĕнче хутшăнакансенчен мала А.Авакова (Кавал шкулĕ) Н.Ивановăн «Хур аçи» юптарăвне артист пекех ăста та пултаруллă вуласа мала тухрĕ. Е.Волостнов «Ондатрăллă каччă», А.Михайлова «Тилĕпе хăнтăр» юптарăвĕсене чуна питех те тивмелле вуласа иккĕмĕш - виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Иккĕшĕ те вĕсем Шăхаль шкулĕнчен.

Чи лайăх ушкăнпа юрлакансен конкурсĕн номинацине 9 ансамбль хутшăнчĕ. Профессионаллă пысăк туйăмпа юрласа пĕртăван Руслан тата Дима Моисеевсем пĕрле хуткупăспа выляса «Ыр кун - çул юрри» юрра шкул ачисен ушкăнĕпе шăрантарнине (Шăхаль шкулĕ), «Асилсем, савниçĕм», «Хуркайăксем çитсессĕн кăнтăртан», «Тăван ен» юррисене (Шăхаль шкулĕн учителĕсем), «Ай-хай, ырă ял-йышсем» юррине (Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсен ушкăнĕ), «Çуркунне юрри» (Пинер шкулĕн «Мерчен» ушкăнĕ), В.Табаков (Кавал шкулĕ) юрланисене жюри уйрăмах пысăк хак пачĕ.

Пĕччен юрлакан, кĕвĕсем вылякан номинацире В.Алексеева (Кавал шкулĕ) баянпа Н.Ивановăн «Вальс прощания» кĕввине ăнăçлăн шăрантарса залри халăха савăнтарчĕ. Ку шкулта вĕренекен Р.Степанова «Купăс кĕвви» юрра çепĕççĕн юрласа итлекенсене хавхалантарчĕ.

Юлашкинчен Шăхальти культура çуртĕнче пулса иртнĕ «Тăван ен, савнă ял, тăван кил...» конкурсра мала тухнисене Николай Иванов-Пархатар хăйĕн кĕнеке пуххисене парнелесе чыс турĕ. Конкурса хутшăнакансене ял çыннисем, вĕренекенсем ăшшăн кĕтсе илчĕç

 



12 мая 2012
00:00
Поделиться