Çĕре саккун сыхлать
Ватă çынсенчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсене законодательство нормисене пăсса пĕчĕк хакпа туяннă, каярахпа вĕсене çĕнĕрен сутнă хăш-пĕр çынсем пирки Чăваш Енре пĕрремĕш хут судсем пулса иртрĕç. Нумай çулсем хушши çĕр сутассипе çыхăннă чее комбинаци халĕ тин палăрни мĕнпе çыхăннă-ши? Çак ыйту çине тĕплĕнрех хурав тупас тĕллевпе хаçат корреспонденчĕ ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕпе С.ЕНИЛИНĂПА калаçнă.
- Çакă практикăра тахçанах йăлана кĕнĕ. 2010 çулта пирĕн министерство ку енĕпе ял çыннисене тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлеме тытăнчĕ, анчах та суя механизмне çÿллĕ шай таран якатса çитернĕ. Ултавçăсем ниме пăхмасăр саккун нормисене пăхăнасшăн мар. Çавăнпа та суд ĕçĕ йывăррăн пулса пырать. Судпа айăпланакансем суд процесĕ вăрах тăсăлтăр тесе мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ пулĕ. Пур инстанцисене те вĕсенчен çăхав сахал мар килет.
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев пирĕнтен халăх тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлеме ыйтать. Ку шухăш хăшĕ-пĕрне килĕшмест паллах. Эпир вара хамăр ĕçе вăйлатсах пырăпăр. Хальхи вăхăтра ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствине полномочи панă май, çĕр хутшăнăвĕсемпе çыхăннă сăкăлтăксене тупса палăртассипе ĕçлетпĕр. Çак кунсенче эпир пысăк çĕр пайне (вăл 100 гектар ытла) уйрăм çынна панипе çыхăннă республика правине пăснă тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Енчен те çĕнĕрен тупăннă бизнесменсем асăннă çĕр лаптăкне ял хуçалăх производствине аталантарма тĕллевлĕ усă курнă пулсан юрĕччĕ, çук çав, вĕсем ăна пĕчĕк пайсем çине пайласа пысăк хакпа сутма палăртнă.
- Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе килĕшÿ тунă чухне саккуна пăснă мĕнлерех тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ?
- Çакна палăртмалла: кунта усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе çыхăннă хăйне уйрăм саккун пур. Унта вара çĕр участокĕсемпе мĕнлерех усă курмалли пирки тĕплĕн çырса кăтартнă. РФ субъекчĕн, çавăн пекех Чăваш Республикин те вĕсене туянассипе право пур. Енчен те харпăрлăхçă хăйĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокне сутма шутларĕ пулсан, чи малтанах ăна республика правительствине сĕнмелле. Правительство асăннă çĕр участокĕ кирлĕ маррипе тивĕçлĕ решени йышăнчĕ, официаллă майпа хирĕçлев пачĕ пулсан харпăрлăхçă çулталăк хушшинче ăна республикăна сĕннĕ хакран кая мар тепĕр çынна сутма пултарать. РФ субъектне пĕлтермесĕр çĕр пайне сутни саккуна хирĕçлени пулать. Кун пек тĕслĕхсем практикăра чылай пулаççĕ. Çĕр пайĕн хуçи ячĕпе ытларах шаннă çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсем вара çĕр пайне сутассипе саккуна хирĕçле темĕнле схемăсем те шутласа кăлараççĕ.
- Эпĕ ăнланнă тăрăх, çĕрпе çыхăннă суя ĕçсене ытларах çĕр пайĕсене хăйсем тĕллĕн усă курма пултарайман ватăсемпе пурнăçлаççĕ?
- Ку чăнах та çапла. Çĕр пайĕ пур ватă çынсене ултавçăсем чылай чухне суйса шантару хучĕ çине алă пустараççĕ. Вĕсем вара ăна вуламасăрах алă пусса параççĕ. Çавна май вĕсен çĕрĕсемпе ултавçăсем тĕрлĕ операцисем тăваççĕ. Хăйсем çине регистрацилеме, çĕр пайĕн хуçи ячĕпе укçа илме пултараççĕ. Ĕçлĕ çынсем те çак авăра кĕрсе ÿкеççĕ. Вĕсен хушшинче паллă предприниматель те Шупашкар районĕнче çĕр илнĕ чухне çакăн пек лару-тăрăва лекнĕ. Çĕрсене вăл пайăн-пайăн туяннă, пĕтĕмĕшле вара унăн пур çĕр участокĕсем пирки право çуралнă. Ултавçăсем çĕр участокĕсене пайăн-пайăн сутнă чухне çĕр законодательствин ятарлă нормине пăхăнма кирлĕ маррине предпринимателе ÿкĕте кĕртнĕ. Пирĕн министерство ку енĕпе ĕçе суда тăратнă май çакă палăрнă: çĕр законодательствин положенийĕ РФ субъекчĕн прави шутланнă май, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене туянни тата çакăн пек çĕр участокĕсене пайăн-пайăн илни те çавăнтах кĕрет, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ çав-çавах улшăнмасть.
- Светлана Александровна, сирĕн министерство çĕр участокĕсемпе çыхăннă мĕнлерех ултавсемпе тĕл пулнă?
- Çĕр участокĕсене çĕр пайĕ шучĕпе виçтернĕ чухне саккуна пăснă тĕслĕхсем чылай. Шаннă çыннисем çĕр пайĕ пур ватă çынсем валли çĕр участокĕсене малашлăх аталанăвĕ пур яллă вырăн патнерех йĕркелеме тăрăшаççĕ. Республикăн пĕр районĕнче вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕн специалисчĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе правăна пăсакан ĕçсем тунă. Вĕсем ватă çынсем патне кайса çĕр пайĕсене уйрăм çынна сутма ыйтнă. Вăл вара вĕсене кирлипе усă курман, хăй çĕнĕрен хаклă хакпа сутнă.
- Сирĕн министерство иртнĕ çулсенче çĕрпе тунă килĕшÿсене пăхса тухать-и?
- Эпир кашни килĕшĕве тĕплĕн пăхса тухатпăр. 2010 çулччен республика ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене туянма килĕшмен. Пурнăç улшăнсах пырать. Халĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев правительство умне унччен тунă йăнăшсене тÿрлетме, малашне çĕр хутшăнăвĕсем пирки саккуна пăсмалла марри пирки тĕллев лартать, инвестици проекчĕсене аталанма условисем тумаллине, инвесторсене майлă çĕр участокĕсем памаллине палăртать. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе саккун пурнăçа кĕрсе пырать. Вĕсем валли çĕр участокĕсем майлă пултăр тесе тăрăшаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан çĕр республикăна кирлĕ, вăл пирĕн пуянлăх.
Граждансен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене сутассин йĕрки
Енчен те гражданин хăйĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокне сутас терĕ пулсан унăн çакна пĕлмелле:
- ЧР Министрсен Кабинетне çĕр участокĕ ăçта вырнаçнине, вăхăтне, сутасси çинчен пĕлтерекен хакне çырса ямалла.
- Енчен те республикăн влаç тăвакан органсем туянма ирĕк пачĕç пулсан, гражданинăн ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствипе туянасси-сутассипе килĕшÿ тумалла.
- Енчен те республикăн влаç тăвакан органĕсем туянма ирĕк памарĕç пулсан, ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствинчен уведомлени илнĕ хыççăн çулталăк хушшинче гражданин çĕр участокне ЧР Правительстви палăртнă хакран кая мар урăх çынна сутма пултарать.
Пĕлме
Енчен те гражданин çĕр участокне извещенинче палăртнинчен йÿнĕрех сутас тет пулсан, унăн кама та пулсан сутиччен малтан ЧР Министрсен Кабинетне çĕнĕрен хака палăртнă извещение ярса памалла