Атте-анне пурри - телей
Мĕн ĕлĕк-авалтанах, çĕр çинче пурнăç пуçланса кайнăранпах, этем тата çут çанталăкри мĕн пур чĕрĕ чун, ÿсен-тăран пĕр-пĕринпе çывăхланса хăйсен вырăнне çĕнĕ ăру хăварнă.
«Ача-пăча пÿрт тултарать», «Ача-пăча чун йăпатать», - тет чăваш çынни. Ватăсем те туйра çапла пиллеççĕ: «Ăмăрт кайăк евĕр мăшăрлă пулăр. Шĕшкĕ пек хунавлă пулăр...». Ача çуралнине ĕлĕкхи чăваш Турă парни вырăнне хурса йышăннă. Пепке çуралнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ вăл. Ял-йыш та ача çуралнине пĕлсен çапла калаçнă - çавсен «çĕнĕ кайăк» тупса килнĕ!
- Ылтăн-и, кĕмĕл-и?
- Ылтăн! - тенĕ арçын ача пулсан.
- Кĕмĕл! - тесе пĕлтернĕ хĕр ача пулсан.
Ашшĕ-амăшĕ «çĕнĕ кайăкра» малашне хăйсене хуçалăхра, кулленхи ĕçре пулăшакана, ăрăва тăсакана тата хăйсене ватлăхра пăхса упракана, вилме выртсан юлашки çула тивĕçлĕ ăсатакана курнă. Манăн та, ытти ачасенни пекех, аттепе анне пур. Вĕсем пĕр-пĕрне куçпа сăнаса, чун-чĕрепе савса пĕрлешнĕ. Çав юратăвăн тĕпренчĕкĕ - эпĕ çурални. Анне мана çут тĕнчене киличчен хăй варĕнче тăхăр уйăх йăтса çÿренĕ, ырă-сывă çуратас тесе упраса - сыхласа пурăннă. Çуралсассăн атте пире больницăран киле илсе кайнă, йĕркеллĕ çуралнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ вăл. Кашни кун юратнă анне хăй кăкăрĕн сипетлĕ те ăшă сĕчĕпе мана тĕрек панă, атте вара кăмăллă та ăшă куçĕпе ачашшăн çупăрланă, йăвашшăн - çепĕççĕн пуплесе йăпатнă... Миçе çĕр-каç çывăрман-ши тата вĕсем! Эпĕ кăшт çеç нăйкăшма пуçласанах вĕсем ман пата чупса пынă, юрă юрласа, сăпка сиктерсе лăплантарнă, çитернĕ, тасатнă, çунă... Çулталăка çитсен ура çине тăратса, вылятмăш-такмак çеммисем каласа пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Калаçма вăхăт çитсен чĕкеç чĕлхи пилленĕ. Ача садне çÿреме пуçласан манăн кашни ÿсĕмшĕн - пултарулăхшăн чунтан савăннă, мана татах та ăслăрах та илемлĕрех тăвасшăн çуннă вĕсем. Хитре кĕпе-тумтир, капăр тетте-пукане, ăслă кĕнеке илсе парса савăнтарнă. Кунсерен, каç-кÿлĕм, аттепе анне мана ача садне илме пыни халĕ те асрах. Аттене е аннене курсанах эпĕ ун патне ыткăнаттăм, вăл хăй чун тĕпренчĕкне ыталаса çупăрлатчĕ, пит çăмартинчен чуп тăватчĕ, çурăмран лăпкатчĕ...