Киввăрмарсем ĕçлеме пĕлеççĕ
«Ир вăранакан кайăк тулă пĕрчи тупнă» тени Киввăрмарсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çураки вăхăтĕнче ирех уя тухакансем ку хуçалăхра кĕркунне пиншер центнер тырă туса илеççĕ.
«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн кантурне 7 сехетченех çитнĕччĕ, кунта вара унăн ертÿçи Н.Петров - ĕç вырăнĕнче. «Ака-суха ĕçĕсем мĕнле пулса пынипе паллашма вăрлăх турттаракан автомашинăсемпе уя тухса кĕме май çук-ши тесен Николай Петрович: «Каярах юлман-ши; - терĕ. - Пирĕн механизаторсемпе вăрлăх турттаракан автомашинăсем 6 сехетрех ĕçе тухма хатĕрленеççĕ». Вăл калани тÿрре тухрĕ. Машинăпа трактор паркне çитнĕ çĕре кунта ĕçлекен пĕр техника единици те çукчĕ - пурте вĕсем уя е фермăна тухса кайнă. Çакна та манмалла мар-çке - çĕр ĕçĕ çĕр ĕçĕпе, анчах хуçалăх - ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики. Паллах, техникăн ытларахăш пайĕ халĕ уй-хирте. Çур аки вăхăтĕнче 1 пин гектар çинче тĕш-тырă акса хăварма палăртнă пулсан, палăртнă ĕçе 800 гектар ытларах лаптăк çинче пурнăçланă та ĕнтĕ. Çур акине ирттерме çанталăк условийĕсем вăхăтран-вăхăта чăрмантарчĕç пулсан та хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçласа пыракан ĕçченсем - хуçалăх ертÿçинчен пуçласа специалистсемпе механизаторсем, водительсем, рабочисем - кал-кал ирттерме пĕр шухăшлă пулнине куратпăр ĕнтĕ. Ку çапла пулса пырать те.
Çĕршыв хăйĕн паттăрĕсене пĕлмелле текен каларăш та пĕлтерĕшлĕ. Çын çăкăрпа кăна мар, ырă ятпа та пурăнать. Вĕсем вара хуçалăхра сахал мар. В.Нарзаев тĕп агроном паянхи кун тĕлне уй-хирĕн анлă лаптăкĕнче (сăмах май, кĕрхи культурăсене 840 гектар çинче акса хăварнă пулнă, çавăн пекех кĕрхи тĕш-тырă акма 250-300 гектар хура пусăна сидератлă майпа хатĕрлесшĕн, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ те пĕчĕк мар), 11 трактор ĕçленине каларĕ: культиваторсемпе сеялкăсем. Акан тĕп ĕçне пурнăçлакансем С.Николаев, А.Клементьев, Г.Судюков, Н.Петров, Д.Войков механизаторсемпе акакансем - А.Федоров, Г.Якимов, Д.Федоров, В.Романов, А.Трофимов. Вĕсене акмалли вăрлăхсемпе, удобренипе Э.Семенов, В.Михайлов, А.Никитин, Н.Якимов, В.Алексеев, В.Илларионов водительсем тивĕçтереççĕ. Вăхăтра имçамланă вăрлăха уя тиесе ăсатакан рабочисем пирки мĕнле ырă сăмах каламасăр юлăн. Вĕсем те иртен пуçласа каçчен тырă складĕнче тăрăшаççĕ: О.Кудряшов, С.Петров, Г.Иванов, О.Михайлов, С.Данилов, Е.Алексеева. Склад заведующийĕ Т.Степанова пĕлтернĕ тăрăх, ака ĕçĕсене пурнăçлама хуçалăхра 120 тонна пĕрремĕш репродукциллĕ урпапа тулă вăрлăхĕсене хатĕрленĕ, Вăрнар районĕнчи «Санар» хуçалăхран «Эльф» урпа вăрлăхĕ 30, «Красноуфимская - 100» тулă вăрлăхĕ 40 тонна кÿрсе килнĕ.