Илемлентĕр тăван тавралăх
Çут çанталăк илемĕ çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кашни çыншăнах илĕртÿллĕ. Уйрăмах çуркуннехи вăхăтра çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăраннă чух йывăçсем симĕс тум тăхăнсан, улăх-çаран ешĕл витĕнсен сад пахчинче улмуççисем, чие йывăççисем, шап-шур пĕркенчĕкпе витĕнсен чунра, чĕрере ырă та савăк кăмăл-туйăм çуралать. Çак илем чунра савăнăç парнеленисĕр пуçне çынсене уйрăмах сывлăха çирĕплетме те пулăшать.
Кивĕ Вăрмар ял варринче питĕ хитре те илĕртÿллĕ Çĕнтерÿ паркĕ пур. Ку паркри чăрăшсен, ытти хутăш йывăçсен аллейипе утнă çемĕн вĕсен тутлă шăршине сывласа илетĕн те кăкăра уçă-уçă пулса каять. Ку паркра шкул ачисем кашни çулах тĕрлĕ йывăçсем лартса ÿстереççĕ. Акă кăçал та Кивĕ Вăрмар шкулĕнче вĕренекен 7-8 классенчи ачасем çăка йывăçĕсем лартса çĕнĕ аллейĕсем уçрĕç. «Йывăç ларт тата ăна упра» девиза пурнăçлас ĕмĕтпе ачасем çуллахи шăрăх вăхăтра йывăçсене шăварса тăма шантарчĕç. Йывăç лартнă çĕрте ачасем туслăн килĕштерсе ĕçлерĕç: арçын ачасем шăтăк чаваççĕ, хĕр ачасем йывăç лартса пыраççĕ. Ачасен ĕçне йĕркелесе ертсе пыраканĕ З.Харитонова учитель пулчĕ. Çапла туслă та кал-кал ĕçленипе кĕске вăхăт хушшинче 300 тĕп çăка лартрăмăр. Нумаях та вăхăт иртмĕ - çăка йывăççисем сĕтеклĕ, сиплĕхлĕ пыл шăршшипе пур çынна та хăйсем патне илĕртĕç.