Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сирĕн умăрта пуç таятпăр

Чыс - хисепе тивĕçнисем,

Çĕршывăн хÿтĕлевçисем.

Вут-çулăм витĕр тухнисем,

Çĕршывăн тыл ĕçченĕсем

Тата ун вăрçă ачисем.

Вăрçă çак сăмаха илтсен чылайăшĕн чунĕ çÿçенет, чĕри ыратать, куççулĕ тухать, уйрăмах - аслă çулхисен. Тăватă çула яхăн кĕрленĕ хăрушă та синкерлĕ вăрçă пирĕн районти кашни çемьешĕн хăйне майлă йывăр тĕрĕслев пулнă. Вăрçă пуçланнă-пуçланман чăваш паттăр ывăл-хĕрĕсем ытти халăхпа тан тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Çак хăрушă вăрçăран нумайăшĕ тăван ене таврăнайман, мĕн ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнине кашни ялта, хулара анлăн уявларĕç. Майăн 10-мĕшĕнче Вăрмарти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр специалисчĕсем килте социаллă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ Н.Александрова, васкавлă пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ Н.Скворцова, çак уйрăм специалисчĕпе А.Иванова тачă çыхăнса вăрçă ветеранĕсемпе, тăлăх салтак арăмĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕç. Çак тĕл пулура ветерансем вăрçă çулĕсенчи йывăрлăха куççуль витĕр аса илчĕç. В.Андреева аса илĕвĕсем çак уява хутшăннă çынсен чĕрине витĕмлĕ пырса тиврĕç, унăн ăшран тухакан сăмахĕсем куççуль кăларчĕç.

Çак кунсенче Вера Ивановна 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак уявпа саламлама Центр специалисчĕсем, Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ, юратнă хĕрĕсем, шăллĕпе кинĕ, ял халăхĕ хутшăнчĕç. Нумай çул хушши пĕрле вăй хунă Вăрмарти тĕп аптека заведующийĕ пулса ĕçленĕ Г.Каланова асăнмалăх парне парса чыс турĕ, ăшă сăмахсем каларĕ. Г.Иванова ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ тата юратнă хĕрĕсем Вера Ивановнăна чысласа Т.Зайцева репертуарĕнчи «Анне» юрра тата ытти юрăсене те çепĕççĕн шăрантарчĕç, центр ĕçченĕсем ăшă сăмахлă сăвă йĕркисем вуласа пачĕç, ырлăх-сывлăх, çирĕп вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, ăраскаллă кун-çул сунчĕç. Ĕмĕр асăнмалăх ушкăн тăрса сăн ÿкерĕнчĕç.

Шăпана кирлĕ мар ÿкĕнме,

Пурнăçра кирлĕ мар пуç усма.

Пулччăрах аслати, çил-тăман,

Пултăр савăнăç, тăнăç ялан.



17 мая 2012
00:00
Поделиться