Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ветерансене манмаççĕ

Кăçал иккĕмĕш çул ĕнтĕ Шалти ĕçсен министерствин структуринче тата Шалти ĕçсен çарĕнче службăра тăрса тивĕçлĕ канăва тухнисен кунне уявлаççĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче те ветерансене чысларăмăр. Унта 7 ветеран, обществăлла Канашăн членĕсем, пай уйрăмĕн сотрудникĕсем хутшăнчĕç.

Чаплă лару-тăрура ветерансене саламланă хыççăн Т.Гаврилова вĕрентекен ертсе пынипе Пинер, Кĕлкеш шкулĕнче вĕренекен ачасен пултарулăх ушкăнĕ концерт лартса пачĕ. Ун хыççăн мероприятие хутшăнакансем хăйсен тивĕçне пурнăçланă чухне пуçĕсене хунă Шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене асăнса лартнă палăк умне чечек çыххисем хучĕç. Ветерансене сума суни шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсен тивĕçĕ. Эпир ăна пурнăçласах пыратпăр



17 мая 2012
00:00
Поделиться