Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи хăрушă инфекцирен сыхланар

1983 çултан пуçласа кашни çулах май уйăхĕн 3-мĕш вырсарни кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери СПИДран вилнĕ çынсене асăнмалли куна паллă тăваççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ВИЧ-инфекциллĕ çынсене социаллă хÿтлĕх парасси, сиплесси, чире профилактикăласси çине патшалăх влаçĕн органĕсене тимлĕх уйăрттарасси.

ВИЧ-инфекци 3 мелпе куçать: чирлĕ çыннăн юнĕ урлă, чирлĕ çынпа хÿтĕленмесĕр ар çыхăнăвне кĕрсен (хĕрарăмран арçынна, арçынран хĕрарăма), ВИЧ-инфекци чирлĕ амăшĕнчен ачана хырăмра чухне, çуралнă чухне, кăкăр çитернĕ чухне ерет. Çавăнпа та тĕлли-паллисĕр ар хутшăнăвĕсемпе пурăнакан çынсем тата наркомансем уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Раççей Федерацийĕнче 2011 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне СПИДпа чирлĕ 650 пин çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 5844-шĕ - 15 çула çитмен ачасем. 2011 çулта Раççейре ВИЧ-инфекциллĕ 62 пин ытла çынна тупса палăртнă.

Çапла кăçалхи мартăн 31-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле ВИЧ-инфекциллĕ 1378 çын шутланать, вĕсенчен 266-шĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула вилнĕ (кăçалхи 3 уйăх хушшинче - 9 çын). Унсăр пуçне кăçалхи пĕрремĕш кварталта тата тепĕр 44 çĕнĕ тĕслĕх регистрациленĕ (2011 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 1,4 хут ытларах). 2012 çулхи пĕрремĕш кварталта чир 45,8 процент таранччен ÿснĕ. Чăваш Республикин кашни хулипе районĕнче те ВИЧ-инфекциллĕ çынсене тупса палăртнă. 2011 çулхи кăтартусем тăрăх чирлисен шучĕ Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе Канаш, Çĕмĕрле хулисенче уйрăмах пысăк. Вăрмар районĕнче ВИЧ-инфекциллĕ 14 çын. ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕсенчен 4 ача çуралнă.

Республикăра 2012 çулхи пĕрремĕш кварталта ВИЧ-инфекциллĕ 25 арçынна тата 19 хĕрарăма тупса палăртнă. Чирлекенсен ÿсĕмне илес пулсан ытларах 20-29 çулхисем (54,7 процент) чирлеççĕ, çавăнпа пĕрлех юлашки вăхăтра 30-39 çулхисем хушшинче те ВИЧ-инфекциллĕ çынсен шучĕ ÿсет. 2000 çултан пуçласа республикăра инфекциллĕ амăшĕсенчен 186 ача çуралнă, вĕсенчен вун иккĕшĕнне «ВИЧ-инфекци» диагнозне çирĕплетнĕ. ЧР ирĕкрен хăтаракан вырăнсенче 2012 çулхи пĕрремĕш квартал тĕлне 466 ВИЧ-инфекциллĕ çын, вĕсенчен 77-шĕ - республикăра пурăнакансем. Çак чирпе чирлĕ ирĕкрен хăтарнă 108 çынна АРВ-препаратсемпе сиплеççĕ. ВИЧ-инфекцие ар çыхăнăвĕ урлă ертекенсен шучĕ 2012 çулхи пĕрремĕш кварталта 70,5 процентпа танлашнă.

Раççейре пурăнакансем ВИЧ-инфекципе ытларах чухне наркотиксене юн тымарĕ урлă кĕртнипе чирлеççĕ (57,6 процент).

Республикăра ВИЧ-инфекципе чирлĕ çынсене сиплемелли эмелсене «Сывлăх» федераци шайĕнчи приоритетлă наци проекчĕ тата республика шайĕнчи «ВИЧ-инфекци» хушма программа шутĕнчен туянаççĕ. Хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекциллĕ 310 çын сипленет, ку вăл сиплеме пултаракансен 100 проценчĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен СПИДпа чирлесе вилнисене асăнмалли Пĕтĕм тĕнчери куна халалласа ятарлă уйăхлăх иртет. Уйăхлăх вăхăтĕнче çак хăрушă чире профилактикăлассипе тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе ятарлă мероприятисем пулчĕç: «Сывлăх урокĕсем», семинарсем, лекцисем, тренингсем, калаçусем, çавра сĕтелсем. «Уçă алăксен кунĕсенче» - çынсем тÿлевсĕр майпа ВИЧ-инфекцийĕ пуррипе çуккине тĕрĕслесе тест витĕр тухма, тухтăрсемпе канашлама пултарĕç

 



18 мая 2012
00:00
Поделиться