Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Такси çинчен мĕн пĕлмелле

2011 çулхи сентябрĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа «Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» Федераллă саккунăн 9 статйи вăя кĕчĕ. Çак статья Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çăмăл автомашинăллă таксисем пассажирсемпе багаж турттарас ĕçе йĕркелет. Федераллă саккуна ЧР территорийĕнче пурнăçласа «Чăваш Республикинче автомашина хатĕрĕсемпе пассажирсене турттарассине йĕркелесси çинчен» саккун тата «Чăваш Республикин территорийĕнче çăмăл автомашинăллă таксисем пассажирсемпе багаж турттарас ĕçе йĕркелесси çинчен» постановлени йышăннă. Çаксене тĕпе хурса республикăра таксисем пассажирсемпе багаж турттарассине йĕркелессипе право бази туса хунă.

Такси ĕçĕ-хĕлĕ ЧР Хула строительстви тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерстви паракан ирĕке тĕпе хурса пулса пырать, кашни транспорт хатĕрне çак ирĕке 5 çуллăха параççĕ. Таксист пулса ĕçлеме ирĕк паракан документа водителĕн автомашина салонĕнче упрамалла, ăна пассажир, должноçри уполномоченнăй çын е ГИБДД сотрудникĕ ыйтсан яланах кăларса кăтартма хатĕр пулмалла.

Такси тăрри çинче апельсин тĕслĕ хунар пулмалла, «шашкăсем» тата таксометр. Таксисен техника тĕрĕслевĕ витĕр кашни 6 уйăхран тухмалла. Таксистăн водитель ĕç стажĕ 3 çултан, пĕтĕмĕшле водитель стажĕ 5 çултан кая пулмалла мар. Çула тухас умĕн транспорт хатĕрĕсене техника, водителĕсене медицина тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе кăлармалла.

Çапла РФ административлă право йĕркин кодексĕпе килĕшÿллĕн такси салонĕнче пассажирсемпе багажа турттармалли правилăсем çинчен калакан информаци çук пулсан, водителе 1000 тенкĕлĕх, должноçри çынсене 10 пин тенкĕлĕх, юридици сăпатĕнчи çынсене 30 пин тенкĕ таранччен штрафлаççĕ. Çавăн пекех такси пулăшăвĕпе усă куракан пассажира касса урлă кăларнă чек е квитанци памасан та çак йĕркепех штрафлаççĕ. Транспорт хатĕрĕ çинче такси палли тата палăртакан хунар çук пулсан водителе 3 пин тенкĕ, должноçри çынсене 10 пин тенкĕ, юридици сăпатĕнчи çынсене 50 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ

 



18 мая 2012
00:00
Поделиться