Тимлĕхе çухатмалла мар
Кашни çулах урамсенче тата çул çинче велосипедпа, мопедпа çÿрекенсен йышĕ ÿссех пырать. РФ законодательствипе килĕшÿллĕн велосипедпа çул çинче - 14, мопедпа 16 çултан çÿреме юрать. Велосипедпа çÿрекенсем чылай чухне çул-йĕр правилисене пĕлсех каймаççĕ, çавăнпа та çăмăл тата ытти тĕрлĕ автомашинăпа çÿрекенсен вĕсем пирки уйрăмах тимлĕ пулмалла.
Велосипедпа тата мопедпа çÿрекенсен мĕн пĕлмелле?
Вĕсемпе çÿрекенсен çул çинче сылтăм енĕпе пымалла, çул хĕррипе те пыма юрать, енчен те вăл çуран çÿрекене чăрмантармасть пулсан. Çынсем çÿрекен çулсемпе, тротуарсемпе велосипедпа пыма юрамасть. Çавăн пекех асăннă çулпа велосипед çине çур метр сарлакăшлă йывăр япала та хурса ярăнса пымалла мар.Вăл çуран çÿрекене чăрмантарма пултарать. Велосипед, мопед рами, багажникĕ çинче çичĕ çула çитмен ачасăр пуçне (ун валли те ятарласа ларса пымалли вырăн тумалла) ыттисене ярăнтарса çÿреме юрамасть.
Водительсен мĕн пĕлмелле?
Велосипед автомашина пекех куçса çÿремелли транспорт хатĕрĕ шутланать, çавăнпа та ун валли çÿремелли ятарлă çул çук пулсан правило тăрăх унăн автомашина çÿрекен çулпа пымалла. Сехетре 25 километр хăвăртлăхпа пыракан велосипедистăн чарăну çулĕ 8 метра çитет, велосипедистăн хăвăртлăхĕ вара сехетре 40 километр таран çитме пултарать.
Велосипедпа çÿрекенсен çул çинче пулма пултаракан хăрушлăхсене пăхса тухар-ха. Автомашина велосипедпа пыракана ирттермесĕр сылтăм енне çаврăнса çул хĕррипе пыма пултарать. Çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн кун пек чухне водитель айăплă шутланать. Çакăн пек лару-тăрăва лекес мар тесен, малтанах сирĕн çул çинче мĕнле транспорт хатĕрĕ пыма пултарнине тимлĕн пăхмалла. Енчен те эсир сылтăм енче велосепедист пынине асăрхаса ĕлкĕреймерĕр пулсан, сирĕн сигнал памалла. Водителĕн е пассажирăн тăруках алăка уçма юрамасть, мĕншĕн тесен велосипедпа пыракан çын кун пек чухне иртсе каяйманнине пула çапăнма пултарать, сусăрланать. Кун пек чухне те водитель айăплă тесе палăртаççĕ.
Тĕп çулпа пыракан велосипедиста та автомашина хуçин ирттерсе яма тăрăшмалла. Велосипедист пынă чухне автомашина хыçалтан пырса çапрĕ пулсан кунта иккĕшĕ те айăплă пулма пултараççĕ. Кун пекки ан пултăр тесен пĕр-пĕрин хушшинче хушă хăварса пымалла. Çавăнпа та автомашина хуçисен «тимĕр лаша» хăвăртлăхне чакарма тăрăшмалла, сигнал памалла, пĕр-пĕринчен аяккарах пыма тăрăшас пулать.