Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар
Пысăк Енккассинчи чи ватă çынна – Феодосия Архиповна Гавриловăна 100 çул тултарнă ятпа çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Смирнов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Архипова, ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Н.Никонорова саламларĕç. Хăнасем юбиляра ăслă-тăнлă ачасем çуратса ÿстернĕшĕн, нумай çул хушши ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕç, сывлăх сунчĕç.
Майăн 20-мĕшĕнче Пысăк Енккасси ялĕнче пурăнакан пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр, Феодосия Архиповна Гаврилова 100 çул тултарчĕ. Çăмăл пулман унăн кун-çулĕ. Пĕчĕклех тăлăха юлнă. Ашшĕ - Архип Яковлевич Яковлев Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пуçне хунă. Амăшĕ çĕре кĕнĕ чух 10 çулта çеç пулнă Хветуç. Пурнăç шăвать, темле пулсан та пĕчĕк хĕр ачан малаллах пурăнмалла. Темле пурнăç та курнă ĕнтĕ. Пурпĕрех курăмлă хĕр пулса ÿссе çитĕнет. 18 çула çитсен, 1930-мĕш çулта, ăна Пысăк Енккасси ялĕнчи Кавĕрле ывăлĕ Микулай валли çураçаççĕ. Хăй вара кÿршĕллĕ Карăкçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах çемье пурнăçне кÿлĕнсе тăванĕсене, кÿршĕсене тĕлĕнтернĕ. Харсăрскер пур çĕрте те патвар, кăмăлĕпе уçă, чĕлхипе çепĕç пулнă. Майĕпен çемьере йыш хутшăнса пынă: 9 ачана çитнĕ. Анчах та, вăл вăхăтра медицина вăйсăртарах пулнă пирки, пĕр ачи пĕчĕкле йывăр чиртен сывалаймасть. 8-не вара хăйсем пекех ĕçе юратма, кăмăл-сипет енчен чыслă пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Çемьере маларах çуралнисем, Аля, Нина амăшĕпе фермăна ĕçлеме çÿресе çак ĕçе килĕштернĕ. Юля çурт-йĕр тăвас ĕçре тăрăшать. Çав ĕçре тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлет. Леонидпа Борис механизатор ĕçне килĕштернĕ. Анатолий юрист профессине алла илсе подполковнике çитет, суд, прокуратура, милици ĕçĕнче адвокат пулса ĕçлет. Володя - офицер, Тольяттинче. Коля, çемьере чи кĕçĕнни, ялти культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçлет, ЧР Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Шкулта музыкăна вĕрентет.
Хветуç аппан паянхи куна 5 ачи сывă пурăнаççĕ. 20 мăнук тата 27 кĕçĕн мăнук. Час-час шăнкăравласа сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлеççĕ, килсе-кайса çÿреççĕ. Хăй вăхăтĕнче нумай йывăрлăхсем тÿснĕ Хветуç аппа. Икĕ вăрçă тивнĕ ун ĕмĕрне. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тăватă çула пынă. Вăл вăхăтра вăрçă нушине курман çын та юлман пулĕ. Пĕр çулĕнче вара çĕр улми те çĕрсе кайнă таврара. Сивви, выççи, чир-чĕрĕ, йывăр ĕçĕ-хĕлĕ - пĕри те айккинчен иртсе кайман. Хветуç аппан мăшăрĕ те, инвалида тухнăскер, пур йывăр ĕçе те хутшăнайман. Çавăнпа та хуçалăх ĕçĕсене хăйĕнех тумалла пулнă. Нумай çул хушши хăмла çитĕнтернĕ çĕрте бригадир пулса ĕçленĕ. Пĕтĕмпех алă вĕççĕн тунă. Сахал мар унăн ĕçне ырăпа асăннă. Çавăн пекех нумай çул хушши сысна ферминче те вăй хунă. Сыснасем ÿстерсе, çăвăрлаттарса, нумай çура илсе тĕрĕс-тĕкел ÿстерес ĕçре те ялан мухтава тивĕçлисен шутĕнче пулнă.
Хветуç аппапа Микулай пичче туслă, шăкăлтатса пурăннă. Шăв-шав пулман çак çемьере. Çавăнпах ĕнтĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. Шел пулин те чир пусса çитернипе иртерех вилчĕ Микулай пичче. Унăн ырă кăмăлĕшĕн Турă çăлтăрах ăна. Хветуç аппана вара кун-çулне тăсса патăр. Малалла та санăн умра юратнă ачусем, мăнукусем, вĕсен ачисем пулччăр