Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шкулта вĕреннĕ çулсем – чи асра юлмаллисем

Майăн 25-мĕшĕнче Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта Герман Егорович Егорова халалласа çапнă асăну палăкне официаллă лару-тăрура уçассипе мероприяти иртрĕ. Асăну палăкне хатĕрлес ĕçре Г.Егоровăн пархатарлă вĕренекенĕсем пуçарулăх кăтартнă.

Г.Егоров 1916 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1934 çулта Улатăрти педагогика техникумĕнчен, 1941 çулта Хусанти университетран вĕренсе тухнă. 1942-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Герман Егорович 1950-1968 çулсенче Вăрмарти вăтам шкул директорĕ пулса тăрăшнă. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă.

Паллă кун ячĕпе саламлама ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ С.Петрова та килнĕ. Вăл шкул ачисене Герман Егорович пекех пултаруллă пулма, шкул чысне ялти шкулсем хушшинче çÿллĕ шайра тытма сунчĕ. Митинга Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, çак шкулта вĕренекенсем, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем пуçтарăнчĕç. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов, шкул директорĕ Л.Петрова, Вăрмарти вăтам шкулта вĕреннĕ паллă тавра пĕлÿçĕ Я.Зайцев, ĕç ветеранĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ А.Борцов, 1976-1987 çулсенче Вăрмар парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă В.Алексеев, çак шкултан вĕренсе тухнă Л.Кузнецовăпа А.Григорьева, Герман Егоровичăн ĕçтешĕ Р.Захаревичпа тăван хĕрĕ Н.Осипова нумай ăшă сăмахсем каларĕç пултаруллă çынна асăнса. Ун хыççăн митинга хутшăнакансем шкулти музее çитсе курчĕç, мероприятипе кăмăллă юлчĕç.

Çак кунах Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкулта юлашки шăнкăрав уявĕ иртрĕ. Музыка кĕввипе 11 класран вĕренсе тухакансем шкул умне пуçтарăнса тăчĕç. Шарсенчен хатĕрленĕ гирляндăсем, плакатсем, вĕрентекенсен сăн ÿкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ стена хаçачĕсем - пурне те тыткăнлаççĕ, хумхантараççĕ. Уявра вĕрентекенсем, вĕренсе тухакансен ашшĕ-амăшĕсемпе юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакан çамрăксене шкул директорĕ Л.Петрова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов саламларĕç. Ачасен пĕрремĕш вĕрентекенĕ Г.Саминова, С.Бондарева, Т.Голубева, Г.Максимова, Т.Александрова класс ертÿçисем, ашшĕ-амăшĕсем те тав сăмахĕсем каларĕç. Чи хумхануллă самант - юлашки шăнкăрав. Çак самантра куççуль те кăларакансем пулчĕç. Ку вăл хурлану тата çамрăксене малашлăха чĕнекен савăнăç куççулĕ пулчĕ

 



31 мая 2012
00:00
Поделиться