Ятлă-сумлă ветеран
Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах тĕпленнĕ Василий Павлович Павлов ветерана таврари ялсенче пурăнакансем те лайăх пĕлеççĕ. «Ырă çынна ырă ятпа асăнаççĕ» текен каларăш тÿрремĕнех ăна пырса тивет тесессĕн те пĕрре те йăнăш пулмасть.
Хуть те мĕнле должноçра ĕçлесе те шанăçа тÿрре кăларассишĕн хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне, пĕлĕвне панă. Çавăншăн ял-йыш хисеплет те ĕнтĕ ăна. Кăçалхи майăн 31-мĕшĕнче вăл 80 çул тултарать. Çак тапхăрта аса илмелли темĕн чухлех. Йышлă çемьере çуралнă вăл. Тăватă ывăлпа тăватă хĕр çитĕннĕ вĕсем. Вунă класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Улатăрти чукун çул техникумне вĕренме кĕрет. Анчах та вĕренсе пĕтереймест. Совет Çарне кайма черет çитет. Служба Тинĕс-Çар флотĕнче иртнĕ. Салтакран тĕрекленсе таврăннă яштака пÿ-силлĕ моряка таврари ялсенчи хĕр упраçсем сахал мар куç хывнă. Анчах та вăл хăйсен ялĕнче фельдшерица пулса ĕçлекен Галина Комаровăна килĕштернĕ. Вася ун чухне ялти вулав çурчĕн заведующийĕнче вăй хунă. Часах вĕсем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ.
1965 çулта Василий «Россия» совхозра водитель пулса ĕçлет. Унтан совхозрах мастер-строительте тăрăшать. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çавна кура ĕнтĕ совхоз директорĕ А.Волоснов ăна кадрсен пайĕн пуçлăхне лартать. Çамрăк специалист пĕлĕве малалла ÿстермеллине туйса илет. Чăваш ял хуçалăх институтне агрономи факультетне заочно майпа вĕренме кĕрет. Кадрсен пайĕн пуçлăхĕнче 6 çул вăй хурать. 1974 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухать. Вăрлăх енĕпе ĕçлекен агрономра тăрăшма тытăнать. Пысăк тухăç лайăх вăрлăхран килнине туйса илет. Вăрлăх пахалăхне лайăхлатассишĕн хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне парать, яваплăха туйса ĕçлет.
1976 çултан пуçласа 1992 çулччен, мĕн пенсие тухичченех Вăрмарти механика заводĕнче тăрăшулăх кăтартать.
Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе наградăланă, хаклă парнесем парса чыс тунă.
Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Активлă пайщик пулнă май, район уполномоченнăйĕсен пухăвĕсене хастар хутшăннă. Суту-илĕве лайăхлатмалли, пайщиксен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелли майсем çинчен сĕнÿсем панă. Тепĕр чаплă юбилей те юнашарах унăн. Галина Комаровăпа пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 55 çул çитрĕ. Пилĕк ача çуратса пăхса ÿстернĕ вĕсем: тăватă ывăл та пĕр хĕр ача. Пурте çемьеллĕ вĕсем, уйрăм пурăнаççĕ. Савăнмалăх мăнукĕсем те йышлă. Ашшĕпе амăшĕ патне килсех çÿреççĕ, ветерансене савăнăç кÿреççĕ