Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи яваплă вăхăт пырать

9, 11 классенчен вĕренсе тухакан шкул ачисемшĕн чи канăçсăр вăхăт пырать. Вĕсем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытаççĕ. Вĕсен малашнехи пурнăçĕ çак экзамена еплерех тытнинчен нумай килет. Экзамен тытассипе çыхăннă ку е вăл ыйтусене çутатас тĕллевпе эпир Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалист-эксперчĕпе, районти экзамен ирттермелли пунктăн руководителĕпе Надежда Васильевна Ивановăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Надежда Васильевна, пирĕн районта кăçал миçе ача ППЭ тытать? Ачасем ытларах хăш предметсене суйласа илеççĕ?

- Кăçал районти вăтам шкулсенчи 11 классенчен вĕренсе тухакан 189 тата иртнĕ çулсенче вĕренсе тухнă тепĕр 2 ача ППЭ тытаççĕ. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан естествăлла предметсене ытларах суйласа илни савăнтарать. Акă 2011 çулта физикăпа шкул ачисен 28 проценчĕ экзамен тытнă пулсан, кăçал - 32,2 процент. Информатикăпа иртнĕ çул ачасен 14 проценчĕ, 2012 çулта 19,5 проценчĕ экзамен тытнă. Хими предмечĕпе тĕрĕслев витĕр тухас текенсен йышĕ пĕлтĕрхинчен ытларах. Экзамен тытмалли предметсене суйласа илесси ачасем ăçта вĕренме каяссипе тÿрремĕнех çыхăннă. Техника предмечĕсене ытларах суйласа илни ĕç рынокĕ çакăн пек специальноçсем ытларах ыйтнине пĕлтерет. Географипе литературăна вара сайра чухне суйласа илеççĕ. Акă географипе кăçал 5 ача кăна экзамена хатĕрленет, пĕлтĕр вара ăна пĕри те суйламан. Çавăн пекех 9-мĕш классенчен вĕренсе тухакан 302 ача вырăс чĕлхипе тата математикăпа ятарлă йĕркепе тата хăйсен кăмăлĕпе суйланă 2 предметпа экзамен тытаççĕ.

- Кăçал пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытнă чухне пĕлтĕрхипе танлаштарсан çĕнĕлĕхсем пур-и?

- Экзамен 4 сехет е ытларах пырать пулсан ачасене 5-7 минутлăх тăхтав параççĕ, аудиторирен тухмасăр апатлантараççĕ.

- Экзаменра мĕнпе усă курма юрать?

- Физика, хими экзаменĕсене программăламан калькулятор, математика тĕрĕслевне - линейка, географи экзаменне - линейкăпа транспортир илсе кĕме ирĕк параççĕ.

- Телефонпа усă курсан...

- Телефонпа е ытти йышши техникăпа усă курнине асăрхасан экзаменран кăларса яраççĕ, унсăр пуçне административлă штраф тыттарма пултараççĕ.

- Шкул ачисем экзаменра тытнă ĕçсене тĕрĕслеме ăçта илсе каяççĕ, вĕсене камсем тĕрĕслеççĕ?

- Экзамен ĕçĕсене Шупашкара тестировани центрне илсе каяççĕ. «А» тата «В» пайри ыйтусен хуравĕсене электрон мелĕпе регионти центра ăсатаççĕ. «С» пайрисене ятарлă комиссие кĕртнĕ аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен, вăтам шкул преподавателĕсем тĕрĕслеççĕ. Кашни ĕçе икĕ никама пăхăнман эксперт пăхса тухать, унтан федераллă центра ăсатаççĕ. Унти автомат вĕсене малтанхи «А» тата «В» пайри хуравсемпе пĕрлештерет. Ĕçсене регион шайĕнче (вырăс чĕлхипе, математикăпа) 6 кун хушшинче, суйласа илнĕ предметсемпе 4 кунра тĕрĕслесе ĕлкĕрмелле, хушма (резерв) кунĕсенче тытаканнисене - 3 кунра. Мускавра регионсенчен килнĕ хыççăн 5 кун хушшинче пăхса тухмалла.

 



04 июня 2012
00:00
Поделиться