Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă çынна асăнса

Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă çынсене асра тытмалла. Хăй вăхăтĕнче халăхшăн, ун ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕ паллă ентешсене асăнса пирĕн районта палăксем лартаççĕ, асăну хăмисем уçаççĕ.

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче кивĕ масарта Петр Васильев священникăн вил тăприйĕ вырăнĕнче карта та турĕç, асăну чулĕ вырнаçтарчĕç. Виçĕм çул çак сăваплă вырăнта пушар пулнăччĕ, çавăнпа йывăçран ăсталанă хĕрессем, картасем çунса пĕтнĕччĕ. Ватă çынсем каласа панă тăрăх Петр Васильевичăн вил тăпри тĕлне шыраса тупса тирпейлерĕç. Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнче 12 çул вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, пачăшкăна тухса Патти тата Энĕшпуç ялĕсенче чиркÿ çурчĕсем тутарнă, 9 шкул уçнă, учебниксем çырнă, халăх сăмахлăхне пухнă ырă чăваша хисеплени - сăвап. Карта тытма тата асăну чулĕ хума район музейĕн директорĕ В.Цыфаркин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, И.Криков тавра пĕлÿçĕ пуçарулăх кăтартрĕç.



04 июня 2012
00:00
Поделиться