Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентешсем ята ямаççĕ

Кивĕ Вăрмарти чăх-чĕп фабрикинче ĕçлекен Галина Ивановна тĕп зоотехникпа операторта вăй хуракан Вячеслав Михайлович Алексеевсен ĕçрен таврăннă чухне почта ещĕкне пăхасси йăлана кĕнĕ. Çар службинче тăракан ывăлĕнчен çыру çук-и, мĕнле çĕнĕ хаçат-журнал пур? Ку хутĕнче те çапла турĕç. Акă, ывăлĕн рота командирĕнчен Р.Сафин майортан çыру.

Мĕн пулнă Вова ывăлĕпе, темĕнле инкек-синкек пулман пулĕ те; Амăшĕ çав тери хыпăнса ÿкрĕ, унăн чĕри хăвăрт-хăвăрт тапма пуçларĕ. Мĕнле пăшăрханмăн-ха? - Пăлханса ан ÿк-ха, - терĕ ăна Вячеслав Михайлович мăшăрĕ. - Нимĕн те пулман ывăлпа, сывă, йĕркеллĕ вăл, салтакра çар тивĕçне лайăх пурнăçласа пынăшăн Тав çырăвĕ ярса панă. Алексеевсем çырăва васкаса вулама тытăнчĕç. Унта çапла çырнă:

Хисеплĕ Вячеслав Михайлович тата Галина Михайловна!

Эпĕ, хурал ротин командирĕ, Рафаил Ильдусович Сафин майор, сире çакăн пек ывăла - Владимир Вячеславович Алексеева - çуратса, ăна тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн тав тăватăп. Ывăлăра кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ çитĕнтерни ăна Раççей Хĕç-пăшаллă çарĕнче службăна тивĕçлĕ пурнăçлама пулăшать. Тавах сире çакăншăн! Хурал ротин пĕлтерĕшĕ пысăк, çак подразделенисĕр вĕрентÿ процесĕ чарăнса ларать. Сирĕн ывăл, унăн ытти нумай юлташĕсем пекех, ротăпа училищĕн пурнăçĕнче, ĕçĕнче пысăк тÿпе хывать. Халĕ те, ротăна çамрăксем килсен, Владимир вĕсене хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Çавăн пекех вăл хăйĕнпе службăра пĕрле тăракансене те яланах пулăшать.

Çулсем иртсе кайĕç, Раççей салтакĕсен пĕр ăрăвĕ тепринпе улшăнĕ. Çапах та службăра сирĕн ывăл пек маттур çамрăксем пулсан, Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсемшĕн, апла пулсан патшалăхшăн та пăшăрханмалла пулмĕ.

Хурал ротин командирĕ Р.Сафин майор.

Çырăва вуласа тухсан Алексеевсен куçĕсем шывланчĕç, пичĕсем тăрăх савăнăç куççулĕ юхрĕ. Мĕнле савăнмăн? Мĕнле хĕпĕртемĕн? Вĕсен ывăлĕ Тăван çĕршыв, халăх умĕнчи çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа тата чăваш ятне çÿллĕ шайра тытса пырать. Çавăншăн чăннипех савăнмалла, мухтанмалла.

Вячеслав Михайловичпа Галина Ивановна ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса, çынсене хисеплеме, Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе ÿстернĕ. Вĕсем тăрăшни сая кайман. Çакна Вова ывăлĕ çар службинче хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлани те кăтартса парать



09 июня 2012
00:00
Поделиться