Пухмач пуянланать
«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» акци вăхăчĕ иртсе кайрĕ пулин те марафон пухмачĕ çулталăкĕпех ĕçлет. Апла пулсан ку е вăл сăлтавсене пула çак пархатарлă ĕçе хутшăнса ĕлкĕрейменнисем халĕ те марафон счечĕ çине укçа куçарма пултараççĕ. Март-май уйăхĕсем хушшинче ачасем хутшăннипе районта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç, вĕсенче чылай организацисемпе предприятисем, предпринимательсем марафон пухмачне укçа хыврĕç. Пуçтарăннă укçа-тенкĕпе инвалид, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ачасене, сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене пулăшма, районти çул çитмен ачасене реабилитацилемелли мерăсене лайăхлатма усă кураççĕ. Кăçал та çак суммăна республика фондне уйăрма палăртнă. Хальлĕхе пирĕн районти марафон пухмачне 90 пин тенкĕ ытла пуçтарăннă