Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пулас тухăç калчаран паллă

Иртнĕ кунсенче районти хуçалăхсенче ака ĕçĕсене еплерех туса ирттернине хаклас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, «Россельхозцентр» ФПУн Чăваш Республикинчи филиалĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Титова, çак филиалăн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Семенов, райадминистрацин тĕп агрономĕ Н.Николаев, «Шигали» ЯХПК тĕп агрономĕ В.Тапинов, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин тĕп агрономĕ В.Нарзаев районти хуçалăхсене çитсе курчĕç.

Комиссин тĕп тĕллевĕ шăтса тухнă калчасен пахалăхне пур енлĕ тĕрĕслесе хак парасси пулчĕ. Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн «Сарабай» тулли мар яваплă общество туса илекен уйсене çитрĕ. Кунта 25 гектар çĕр лаптăкĕ çинче хура тулă çитĕнет, юнашар фацели. Тепĕр уйĕнче урпа. Алевтина Михайловна кунта çитĕнекен калчасене «5» паллăсемпе хакларĕ. «Шигали» ЯХПК уйĕнче 52 гектар çинче çитĕнекен «Эстер» тулă калчисем питĕ аваннине, анчах та тыр-пула сăтăр тăвакансенчен хÿтĕлемелли пирки палăртрĕ. Çак хуçалăхри 50 гектар çинче çитĕнекен люцерна курăкне те çаран лĕпĕшĕнчен хăтармалли пирки систерчĕ. Çак хуçалăхрах 100 гектар çинче çитĕнекен çурхи тулла та тымар чирĕсем пуррине пула псевдобактерин сапса тухмаллине палăртрĕ А.Титова. Кашни уйрах калчасен тымарĕсене тĕрĕслесе çÿрерĕç комисси членĕсем. Калчасен çăралăхне, пĕр тăваткал метр лаптăкра мĕн чухлĕ калча ÿснине, çум курăк еплерех аталаннине - тĕрлĕ критерисене кура тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ хак пачĕç. 110 гектар çинчи тулă аван, кунта тымар чирĕсем те çук. Ака ĕçĕсене пуçăниччен çĕре пур енлĕн хатĕрлесе хăварнинчен нумай килет. Акă кунта малтанхи çул донник ÿснĕ, çавăнпа тулă калчисем те аван çитĕнеççĕ. Çул урлă каçсанах лару-тăру урăх, мĕншĕн тесен кунта малтанхи çул качака утти (козлятник) çитĕннĕ. Пĕтĕмĕшле «Шигали» хуçалăх тырă тата пăрçа йышши культурăсене 1100 гектар çĕр лаптăкĕ çинче акса хăварнă. Çавăн пекех Тикашри «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 100 гектар лаптăк çинче Чулхула облаçĕнчен илсе килнĕ элита вăрлăх акнă уйра пулчĕ ĕçлĕ ушкăн. Кунта тымар чирĕсем çук, çапах та ÿсен-тăрана çÿллĕшне ÿсме пулăшакан азот удобренийĕпе тивĕçтерсен тата аван пулмаллине каларĕ А.Титова. Пĕтĕмĕшле çак хуçалăхра тĕш-тырă культурисене 994 гектар çинче акса хăварнă. Кунти лару-тăрупа комисси членĕсене çак хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Анатольевич паллаштарчĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин уйĕсенче те пулчĕ. 138 гектар çĕр лаптăкĕ çинче çитĕнекен урпа калчисене те биопрепаратсемпе сапса тухмалла, тымар чирĕсене пуçарса яракан инфекцисенчен хăтармалла, унсăрăн тухăçăн 20-30 процентне çухатма пулать.

Районти хресчен(фермер) хуçалăхĕсем хушшинче пĕр тавлашусăрах чи вăйлă ĕçлесе пыраканни Г.Ямуковăн хуçалăхĕ. Ака ĕçĕсене хатĕрленнĕ май вăл çĕре питĕ пахалăхлă хатĕрленĕ, биопрепаратсемпе имçамланă, укçи-тенкине те шеллемен. Алевтина Михайловна Г.Ямуковăн уй-хирĕнче пулнă май калчасен тăпăлтарса кăларнă тымарĕсен çирĕплĕхне хăй куçĕпе курма пултарчĕ. «Тавтапуç лайăх ĕçленĕшĕн, тухăç аван пулмалла», - терĕ вăл хуçалăх ертÿçине.

Энĕшпуçĕнчи «Иванова О.А.» уйĕсенче те çурхи тулă калчисем аваннине, çапах та вĕсене вăхăтра имçамламасан лайăх тухăç пуласса шанма йывăррине палăртрĕ А.Титова.

Пĕтĕмĕшле районти хуçалăхсем ака ĕçĕсене епле пурнăçаланине, мĕнле вăрăсем акнине, вĕсене имçамланине шута илсе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче пĕтĕмлетрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна «Шигали», иккĕмĕш вырăна «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, виççĕмĕшне «Сарабай» хуçалăхсене пама йышăнчĕç. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче вара пĕрремĕш «Ямуков Г.Н.», иккĕмĕш «Иванов В.А.», виççĕмĕш «Иванова О.А.» пулчĕç. Районта иртекен Акатуйра вĕсен ертÿçисене пурне те грамотăсемпе тата парнесемпе чыслĕç. «Паллах, чăх чĕпписене кĕркунне шутлаççĕ. Лайăх тухăç туса илекенсене кĕр мăнтăрĕпе палăртăпăр», - терĕ Дмитрий Геннадьевич ĕçе пĕтĕмлетсе



09 июня 2012
00:00
Поделиться