Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чирлисене сывлăх парнелекенсем

Çын сывă пулни - телей. Çакăншăн тăрăшаççĕ те ĕнтĕ районти тĕп больницăра вăй хуракан анестезиолог-реаниматолог Геннадий Иванович Николаев, психиатр-нарколог Вячеслав Андреевич Семенов, врач-эндоскопист Владимир Михайлович Тимушкин. «Сывлăх - чи хаклă пуянлăх, çавăнпа та ăна упрама тăрăшмалла», - теççĕ вĕсем.

Хальхи вăхăтра район больницинче вăй хуракан медицина ĕçченĕсем çын сывлăхне тимлессипе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Г.Николаев, В.Семенов, В.Тимушкин врачсем те хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа пыраççĕ. В.Тимушкин врач-эндоскопист пулнă май вăл чылай çын сывлăхне тимлет. В.Семенов районти тĕп больницăра врач-психиатр-нарколог, Г.Николаев районти тĕп больницăра врач-анестезиолог-реаниматолог пулса ĕçлеççĕ. Халĕ те вĕсем йывăр чирлĕ çынсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парассипе тăрăшаççĕ.

Ĕçре ÿсĕмсем тунăшăн Г.Николаев РФ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине, В.Семеновпа В.Тимушкин ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Эпир вĕсене çак халăха кирлĕ пархатарлă ĕçре ăнăçусем сунатпăр



18 июня 2012
00:00
Поделиться