Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шывăн турачĕ çук

Ачасен тахçантанпах кĕтнĕ çуллахи каникул пуçланчĕ. Шыва кĕрсе е кимĕпе ишсе сывлăха çирĕплетĕç ĕнтĕ ачасем. Шел пулин те, ятарлă правилăсене пăсни пысăк инкек патне илсе ирттерме пултарать. Юхан-шыв шÿте юратмасть.

Инкексем ытларах ачасем ишме пĕлменнипе пулаççĕ е начар ишекеннисем çырантан аякка каяççĕ те, вăйсăрланнипе путаççĕ. Шыва кĕме юраман вырăнсенче те ашкăнаççĕ хăш-пĕрисем. Аяккарах ишсе каяссипе е тарăнрах чăмассипе, шывра нумайрах тăрассипе ăмăртаççĕ. Вĕсем хушшинче вара ишме пĕлменнисем те пулаççĕ, ыттисенчен юлас мар тесе хăйсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ çапла. Çавăн пекех начар çанталăкра шывра юлма ан тăрăшăр.

Ачасен лайăх ишме вĕренмесĕр шыва кĕмелле мар. Тепĕр чухне лайăх ишекене те ăнсăртран шăнăр туртни инкек кăтартать. Çавăнпа шыв температури 17-19 градус ăшă пулсан, 10-15 метр хушши кăна ишмелле çыннăн. Енчен те сасартăк шăнăр туртсан, çурăм çине выртса хăвăрт шывран тухма тăрăшмалла. Шыва сывлăш температури 20-25 градус ăшă пулсан, майĕпен кĕмелле. Шыв хăвăрт юхакан вырăна лексен, юхăма май ишсе майĕпен çыран хĕррине тухма тăрăшмалла. Шыв çаврăнса тăракан çĕрте те тÿрех хăраса ан ÿкĕр. Вăрăммăн сывласа илĕр те шыва чăмăр, хăрушлăхран айккинелле кайма тăрăшăр та çиеле ишсе тухăр. Шыв курăкĕпе çыхлантăр пулсан, ан тапкаланăр. Çурăм çине выртса курăк тыткăнĕнчен лăпкăн хăтăлăр. Çывăхра ишсе иртекен кимĕ е ытти шывра ишекен транспорт патне ан пырăр. Пĕлмен вырăнта шыва ан сикĕр, тĕпĕнчи тĕрлĕ япала çумне тăрăнса тăна çухатма пултаратăр. Апат çинĕ хыççăн 1,5 е 2 сехет иртсен кăна шыва кĕме юрать. Шывра мĕнле пулмалли правилăсене çирĕп пăхăнăр. Хăвăра дисциплинăллă, йĕркеллĕ тытсан, пурнăçра хăрушлăха кĕртсе ÿкермĕр

 



18 июня 2012
00:00
Поделиться