Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тикашсем çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ

«Республикăри кашни яллă вырăнта çĕр пушă выртмалла мар, тухăçлă культура çитĕнтерсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тăрăшмалла», - тесе палăртнă ЧР Ял хуçалăх министрĕ С.ПАВЛОВ ĕçлĕ çул çÿревпе Вăрмар тăрăхĕнче пулнă май. Палăртма кăмăллă: çак ял тăрăхĕнче çĕр ĕçĕпе тухăçлă ĕçлеççĕ. Кунта ял хуçалăхне аталантармашкăн тулли мар яваплă обществăсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем чылай йĕркеленнĕ.

«Передовик» агропромышленноç комплексĕ (пуçлăхĕ В.Кандаков), «Сарабай» тулли мар яваплă общество (пуçлăхĕ А.Ульянов), «Иванов В.А.», «Сапаркин А.Г.», «Кĕтне», «Ильин В.И.», «Грачев Л.Г.», «Тихонов Н.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çавăнпа та Тикаш ял тăрăхĕнче пушă выртакан çĕрсем çук, кунти хăш-пĕр хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кÿршĕ ялсенчи çĕрсене арендăна илсе тухăçлă ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ.

Тикаш ял тăрăхĕнче çĕр иртерех пулса çитет, çавăнпа та кунта ака ĕçĕсене пурнăçлама хресчен (фермер) ĕçченĕсем чи малтан тухаççĕ. Вĕсенчен пĕри «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ пулчĕ. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ вĕсен 2000 гектар йышăнать. Кăçал асăннă хуçалăх урпа - 300, тулă 700 гектар акса хăварчĕ. 2005 çулта йĕркеленсе кайнăскер, çулран-çул аталанса, тĕрекленсе пырать.

«Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ», - тет хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов. - Çавăнпа та кашни çулах эпир паха йышши вăрлăх акатпăр. Акă кăçал урпан «Атаман» сортне туянтăмăр. Ăна та акса хăвартăмăр. Унсăр пуçне Чупай ял тăрăхĕсен çĕрĕсене те акассипе тĕллевлĕ ĕçлерĕмĕр», - тет В.Иванов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. Асăннă хуçалăхра хальхи вăхăтра 15 çын тăрăшса вăй хурать. Çакна палăртмалла: «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕтĕмпех çĕнĕ техникăпа ĕçлеççĕ. Пурĕ 12 трактор тата ытти йышши техника пур. Кăçал тепĕр çĕнĕ йышши «Беларус» туянма пултарнă. Тĕш-тырă акмалли «AMAZONE» те çĕнĕ йышши.

Çĕр ĕçĕпе тăрăшса вăй хунисĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх те сахал мар усраççĕ çак хуçалăхра. Кунта ăратлă сурăхсен «Романовски» йăхне те ĕрчетеççĕ. Хальхи вăхăтра 16 пуç сурăх шутланать вĕсен. Унсăр пуçне вăкăрсем те пур кунта. Пĕтĕмĕшле каласан ял хуçалăхĕн пур отрасльне те аталантарма тăрăшаççĕ асăннă хресчен (фермер) хуçалăхĕнче.

Тикаш ял тăрăхĕнче çĕрпе тухăçлă ĕçлекен тепĕр хуçалăхсенчен пĕри вăл - «Передовик» агропромышленноç комплексĕ» тулли мар яваплă общество. Виктор Федорович Кандаков ăна 2006 çулта йĕркелесе янă. Асăннă обществăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 500 гектарпа танлашать. Вĕсенчен кăçал тĕш тырă - 400, çĕр улми 10 гектар акса, лартса хăварнă. В.Кандаков яллă вырăнта ĕç вырăнĕ йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлет. Ĕççи вăхăтĕнче кунта 50-60 çын таран тăрăшса вăй хурать. Ĕçлĕ çул çÿревпе «Передовик» обществăра пулнă май вĕсем юлнă çĕрсене çĕр улми лартассипе ĕçленине куртăм. Кунта М.Ленский механизатор, Ф.Иванов водитель, В.Илюхин, Л.Ленская, Г.Михайлова, С.Нарсова рабочисем иккĕмĕш çăкăра лартассипе тăрăшса вăй хуратчĕç.

«Пурлăхпа техника базине вăйлатмасăр тухăç илме йывăртарах. Çавăнпа та эпир çулсерен çĕнĕ йышши техника туянма тăрăшатпăр. Кăçал тата тепĕр трактор илес тĕллевлĕ», - тет Виктор Федорович хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтерсен В.Кандаков тăван тăрăха килет, «Передовик» общество аталантарса ярать. Халĕ ку хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ĕçлет.

Çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕнче «Ильин В.И.», «Грачев С.Г.», «Михайлов В.Н.», «Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те çĕрпе тĕллевлĕ усă курса тухăç çулсерен ытларах илсе пыраççĕ.

«Сарабай» (пуçлăхĕ А.Ульянов) тулли мар яваплă общество ял хуçалăх отраслĕнче пĕр тикĕс аталанса пыраканнисенчен пĕри. Вĕсем усă куракан çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 315 гектарпа танлашать. Кăçал ку общество тулă - 175, урпа 70 гектар акса хăварнă. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксем 20 гектар йышăнаççĕ.

«Сапаркин А.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ 500 гектар çинче тухăçлă культурăсем çитĕнтерет. Кăçал вĕсем урпа - 130, тулă - 250 гектар акса хăварнă, çĕр улми 50 гектар лартнă. Çавăн пекех кĕрхи тулă 70 гектар йышăнать. Асăннă хуçалăх çĕр улми çитĕнтерессипе лайăх ĕçлесе пырать. Иртнĕ çулсенче çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра та кунта çĕр улмине шăварассипе чылай ĕçсем пурнăçланă.

Федераци тата республика шайĕнче патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ формисене - ĕçлеме тытăнакан вак предпринимательлĕх субъектне хăйĕн бизнесне йĕркелеме грантсем, муниципалитет пĕрлĕхĕсене вак тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли тата аталантармалли программисене пурнăçлама субсидисем уйăрса параççĕ. Тикаш ял тăрăхĕнче вара çак çĕнĕ формăсемпе тĕллевлĕ усă кураççĕ, çавăнпа та кунта çĕр ĕçĕпе тăрăшакан хуçалăх чылай.

 



18 июня 2012
00:00
Поделиться