Пĕрремĕш пулăшу паракан «кил хуçалăхĕсем»
Чăвашра пахалăхлă пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтерекен çемье врачĕн офисĕсен тата фельдшерпа акушер пункчĕсен аталаннă системи ĕçлет. Анчах та кашни ялтах фельдшерпа акушер пункчĕсемпе çемье врачĕн офисĕсене уçма май çук кăна мар, ку вăл вырăнсăр та. Çапах та пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтересси чи аякра вырнаçнă ялсенче темĕнле пулсан та пулмалла. Шăпах çак тĕллевпе 100 çынран сахалрах пурăнакан яллă вырăнсенче «кил хуçалăхĕсем» («домовые хозяйства») йĕркелеме палăртнă. Çак ыйтупа пире ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн заместителĕ И.Ефимова паллаштарать.
- Ирина Петровна, мĕн-ха вăл - «кил хуçалăхĕ»?
- «Кил хуçалăхĕ» - ку вăл ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ париччен пĕрремĕш пулăшупа тивĕçтересси. «Кил хуçалăхра» фельдшерпа акушер пункчĕпе, районти тĕп больницăпа çыхăну тытма, медицина ĕçченĕсене, васкавлă пулăшу паракан бригадăна чĕнсе илме телефон çыхăнăвĕ вырнаçтармалла. Кунта пĕрремĕш пулăшу памалли хатĕрсемпе тултарнă ятарлă сумкка тата информаци материалĕсем пулмалла.
- Мĕн пулĕ-ха çак сумккăра?
- Çак сумккăра ятарлă суран çыхмалли материалсем пулĕç: бинт, пластырь, стерилизациленĕ, пиçсе кайнă вырăна хумалли салфеткăсем, юна чармалли жгут, тонометр, термометр, çынна алли-ури хуçăлсан вĕсене хускатмасăр çыхса хумалли хатĕрсем пулмалла.
- Ялта пурăнакансене пĕрремĕш пулăшу парас тивĕçе хăй çине илекен çыннăн медицина пĕлĕвĕ пур-и?
- Ытларах чухне çакăн пек çынсен медицина пĕлĕвĕ çук. «Кил хуçалăхĕн» ĕçченĕсен чи малтанхи тивĕçĕ васкавлă медицина пулăшăвне е ятарлă службăсене чĕнсе илесси. Пĕрремĕш пулăшу парас тивĕçе хăйсем çине илнĕ ял çыннисем тĕрлĕ инкек-синкексенче (амансан, наркăмăшлансан, юн юхсан, пиçсе кайсан, электричество токĕ çапсан, шывра путсан, шăнсан тата пурнăç хăрушсăрлăхĕшĕн инкек кăларса тăратакан ытти пулăмсем чухне) пĕрремĕш пулăшу парассипе ятарлă вĕрентÿ витĕр тухаççĕ.
- Вăрмар районĕнче миçе «кил хуçалăхĕсем» йĕркелеме палăртнă?
- Вăрмар районĕнче Чăрăшçырма, Кĕçĕн Шăхаль тата Атнаш ялĕсенче пурĕ 3 «кил хуçалăхĕсем» ĕçлемелле. Хальлĕхе çак ялсенче пĕрремĕш пулăшу памалли тивĕçсене хăйсем çине илекенсене суйласа палăртас ĕç пырать.